Çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи Пупăлькасси ялĕн уявĕ иртрĕ

 Паллă куна ял халăхĕсĕр пуçне районти ытти ялсенчен, республикăмăрти районсенчен, Сарă ту, Чулхула, Чĕмпĕр, Тутарстан, Пенза тăрăхĕнчи чăвашсем пуçтарăнчĕç. Пупăлькассисен праçникне Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Чăваш Енри халăхсен Ассамблейин председателĕ Лев Кураков, Етĕрне районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Софронов çитрĕç. Чăваш наци конгресĕн «Чăваш хĕрарăмĕ», культура, вĕренÿ комитечĕсен хастарĕсем, чăваш эстрада артисчĕсем, фольклор ушкăнĕсем пупăлькассисене уява йĕркелеме пулăшрĕç.

Праçник пуçличчен Пупăлькасси ял çăвин çĕнĕ вырăнне сăвапларĕç. Ял тăрăхĕнче пурăнакан хастарсем тăрăшнипе çак сăваплă вырăна йĕрке-илем кĕртме патшалăх программине кĕме май килнĕ. Çавна май ку проектпа 800 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем тума май килнĕ. 480 пинне республика хыснинчен илнĕ, 320 пинне ял поселени уйăрнă. Пупăлькасси çыннисем йывăçсене касса, тункатисене кăларса, вырăна тасатса, çул сарса тата ытти ĕçсене туса ирттернĕ. Уйрăмах çак ĕç тума ку ял çыннисем ЧНК пĕрремĕш вице-президенчĕ Валерий Клементьев, Николай Николаев, Галина Семенова, Сергей Никандров, Татьяна Лукина пысăк вăй хунă. Çăвана Николайевски ялĕнчи Николай Чудотворец чиркĕвĕн настоятелĕ Поликарп атте сăвапларĕ.

Ун хыççăн пупăлькассисем сумлă хăнасемпе пĕрле виçĕ çул каялла Валерий Леонидов Клементьев тăрăшнипе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă ентешĕсене хисеп туса лартнă асăну комплекĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç, часавая кĕрсе çуртасем лартрĕç.

Уява хатĕрленсе ял варринче уяв лапамне пупăлькассисем тирпей-илем кĕртнĕ, йăх картишĕсене йĕркеленĕ. 

Чăваш çи-пуçне тăхăннă фольклор ушкăнĕсем, ял халăхĕ, хăнасем вăйă картине тăчĕç. Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн пайташĕсем Дмитрий Петровпа Ирина Лампасова уяв программине килĕшÿллĕ ертсе пычĕç. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Чăваш Енри халăхсен Ассамблейин председателĕ Лев Кураков, ЧНК пĕрремĕш вице-президенчĕ Валерий Клементьев, Етĕрне районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Софронов пухăннисене ял уявĕпе саламларĕç, тивĕçлисене Хисеп хучĕсемпе чысларĕç. Чăваш наци конгресĕ Пупăлькасси ялĕн уявĕнче Раççей Президенчĕн грантне тивĕçнĕ «Халăхсен наци пуянлăхĕ – Раççей пуянлăхĕ» проекчĕпе килĕшÿллĕн иртнĕ «Чи лайăх чăваш ялĕ» акцине пĕтĕмлетрĕ. Унччен проект йĕркелÿ комитечĕ тĕрлĕ районсене çитсе ялсен хăтлăлăхĕпе, çынсен пултарулăхĕпе паллашнăччĕ. Пупăлькасси ял уявĕнче вара тĕрлĕ номинаципе хакласа çĕнтерÿçĕсене Хисеп хучĕсемпе парнесем пачĕç.

Фарида, Августа Уляндина, Алексей Московский тата ытти чи паллă артистсем , районсенчен, республика тулашĕнчен çитнĕ пултарулăх ушкăнĕсем килнĕ халăха ăсталăхне кăтартса савăнтарчĕç, юрă-ташăсем парнелерĕç. Шашка-шахмат, футбол, волейбол, кире пукан йăтасси тата ытти вăйăсем уяв халăхне илĕртрĕç.

ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева. Автор сăнÿкерчĕкĕсем.