Кивĕ Чукалсем ЧНК хастарĕсене ял уявĕнче хапăл пулчĕç

Чăваш наци конгресĕ Раççей Президенчĕн грантне тивĕçнĕ «Халăхсен наци пуянлăхĕ – Раççей пуянлăхĕ» проекчĕпе килĕшÿллĕн ирттерекен «Чи лайăх чăваш ялĕ» акцине малалла тăсать. Çак акципе килĕшÿллĕн Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шăмăршă районĕнчи Кивĕ Чукал ял уявĕнче пулчĕç.

380 кил – хуçалăхлă ялта 25 шĕвĕркке çÿрекен ача сачĕ, 9 класлă шкул пур. Кунти халăх вăрман ĕçлесе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе тупăш тăвать. Чăваш Республикин чи кăнтăр районĕнче, Тутар Республики чиккинче вырнаçнă яла тĕп хуларан та хăнасем час-часах килмеççĕ пулмалла. Тен çавăнпа та пуль, кунти халăх ЧНК хастарĕсене хапăл туса кĕтсе илчĕ.
Уява пуçласа Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий Клементьев ертсе пыракан ЧНК çумĕнчи «Самана» юрă ансамлĕ, Людмила Кинер ертсе пыракан «Шупашкар» ушкăн, «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет пайташĕсем: ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Светлана Асамат, чăваш наци радиовĕн аслă редакторĕ Роза Деменцова, Шупашкарти Çеçпĕл Мишши музейĕн директорĕ Антонина Андреева, Алина Савельева юрăç, Елена Светлая поэт Кивĕ Чукал халăхĕпе тата ытти хăнасемпе вăйă картине тăчĕç. 
Паллă уява ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Чамеев уçрĕ. Вăл ял халăхне уявпа саламланă май тунă çитĕнÿсемпе паллаштарчĕ, яла хăтлăлатас, çынсен пурнăçне лайăхлатас енĕпе малашне мĕн палăртнине уçăмлатрĕ. Паллах, чи хастаррисене, тивĕçлисене Хисеп хучĕсемпе парнесем те пама манмарĕ поселени ертÿçи.
Кивĕ Чукалсене тата хăнасене ял праçникĕпе саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов та çитрĕ. Парнесемпе Хисеп хучĕсем унран та пулчĕç.
Чăваш наци конгресĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Валерий Клементьев Шăмăршă районĕнчи Кивĕ Чукалсене чунтан уяв ячĕпе саламларĕ, кĕскен конгресс ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Валерий Леонидович Чăваш Патшалăх Канашĕн, ЧНК президенчĕ алă пуснă конгресăн Хисеп хучĕсемпе ял çыннисенчен чи хисеплисене, чăваш культуришĕн чунĕсене паракансене чыс турĕ. 
Кивĕ Чукал ял уявĕнче пирĕн хастарсем - артистсем концерт программипе савăнтарчĕç. Светлана Асамат, Елена Светлая, Антонина Андреева поэзи блокне кăмăла каймалла йĕркелерĕç. «Самана» юрă ансамлĕ, «Шупашкар» ушкăн тата уйрăм артистсем чи хитре юррисене шăрантарчĕç.
Юрă –ташăсăр пуçне ял халăхĕ, хăнасем тĕрлĕ курав, ал-ĕç ăсталăхĕн кĕтесне тата паллах спорт вăййисене пăхса киленчĕç.

ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева.
(Авторăн сăнÿкерчĕкĕсем).
#ФОНДПРЕЗИДЕНТСКИХГРАНТОВРФ
#ЧНК