• Пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутлă. Çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче ЧНК хастарĕсем Çĕрпÿ районĕнчи Куснарпуç ял уявне çитсе килчĕç

Пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутлă. Çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче ЧНК хастарĕсем Çĕрпÿ районĕнчи Куснарпуç ял уявне çитсе килчĕç


Конгресс президенчĕн çумĕ Анатолий Ухтияров, грант проекчĕсемпе ĕçлекен пулăшуçи Елена Светлая, "Хастар" çамрăксен ушкăнĕн ертÿçи Людмила Засыпкина, культура комитечĕн пайташĕсем Зоя Яковлева тата Роза Степанова ял халăхне уявпа саламларĕç. 
Пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутлă тенĕ пек 30 киллĕ ял хăтлă та тĕлĕнмелле илемлĕ. Унта пурăнакан халăхĕ те килĕштерсе, пĕр пĕрне сума суса пурăнать. 
Кунта паллă çынсем нумай тухнă. Вĕсенчен пĕри - çар ĕçĕн ăсчахĕ, профессор Иван Николаевич Николаев. Вăлах çак ял уявне пуçласа яраканĕ. Кăçал та вăл ял халăхне, хаклă хăнасене савăнма мĕн пур вăйне хунă, ăна çак пархатарлă ĕçре Çĕрпÿ районĕн, ял тăрăхĕн администрацийĕ, ял халăхĕ пулăшнă. 
Шупашкартан, Мускавран тата ытти хуласенчен йыхрав илсе паллă çынсем, хисеплĕ хăнасем, артистсем килсе çитнĕ. 
Ял праçникĕ кунĕпех кĕрлерĕ, вăйă-кулă, ташă -юрă, савăк кăмăл пурин чунне те тыткăнласа савăнтарчĕ.