Тĕп хуламăр 549 ҫулне уявларĕ

 Чăваш Республикин тĕп хули Шупашкар çуралнă кун чылай кăсăклă мероприяти иртрĕ. 

"Пултарулăх тăкăрлăкĕ", тĕрлĕ куравсем, ăсталăх класĕсем хула çыннисене, хăнасене савăнтарчĕç. Каçхине вара  Хĕрлĕ лапамра пыăк концерт пулчĕ, Мускавран килнĕ РФ искусство тава тивĕҫлĕ деятелĕ Игорь Николаев хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. Чăваш наци конгресĕ те шупашкарсемпе килнĕ хăнасене йăлана кĕнĕ пек конгресс çурчĕ умĕнче чăваш эстрада концерчĕ парнелерĕ. Чи юратнă, кăмăлланă юрăçсем:  Вячеслав Христофоров ертсе пыракан "Янра, юрă" ушкăн, Алексей Московский, Алексей Шадриков, Алина Федоравăпа Денис Пугач, Катя Петрова, Александр Арсентьев, Акăшпи тата ыттисем хăйсен чи илемлĕ юррисемпе савăнтарчĕç. Концерт вăхăтĕнче курма килнисене уяв ячĕпе ЧНК президенчĕ Николай Угаслов, конгресс çумĕнчи Ыркăмăллăх фончĕн директорĕ Павел Вязов саламларĕç. "Тăван хуламăр кунсерен илемленсе те хăтлăланса пырать, аталанса пысăкланать. Шупашкар çынннисем кăмăллă та хастар, тăван хулан пуласлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлеççĕ. Чыс та мухтав Шупашкарăмăра тата унта пурăнакан хăватлă халăха!",- терĕ Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ Николай Федорович Угаслов. Концертсем хыççăн юратнă хуламăр тÿпине  йăлтăркка ҫутăсемпе салют сапаланчĕ.

ЧНК пресс-служби.