Аслă тухтăра çавра çулпа саламлатпăр!

Паян Чăваш Енри чи паллă тухтăр, хирург, ăсчах, сиплев ĕçĕн йĕркелÿçи, профессор, Раççей çыравçисен пайташĕ, Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕ Николай Григорьевич Григорьев çавра çулне паллă тавать.Çак ятпа ăна Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Федорович Угаслов саламлать:

Хисеплĕ НИКОЛАЙ ГРИГОРЬЕВИЧ!

Чăваш наци конгресĕн мĕн пур хастарĕ ячĕпе тата хамран сире 85 çул тултарнă ятпа чун-чĕререн саламлатăп!
Эсир пурнăçа сумлă та пархатарлă çулпа утатăр. Хамăр халăхăн чи хаклă туприне –сывлăха сыхлассине хăвăра шеллемесĕр тăрăшнă, çак ĕçе пурнăç тăршшĕпе чунпа парăннă чи сумлă тухтăр!
Çулсене пăхмасăр малалла талпăнса çĕнĕрен те çĕнĕ ĕçсемпе пире савăнтаратăр. 
Сире малалла та тухăçлă ĕçлеме çирĕп сывлăх, пурнăçра телейлĕ те такăр çулпа утма ăнăçу сунатăп.

ЧНК президенчĕ Николай Угаслов.