Ку тăрăхри Чăваш наципе культура центрĕпе калаçса татăлнă пек вĕсем раштавăн 14-мĕшĕнче ирпе ирех çула тухрĕç.
Йышра çыравçăсем, музей, вулавăш ĕçченĕсем, юрăçсем тата культурăра тăрăшакан ытти ЧНК пайташĕсем пулчĕç.
Ку тĕлпулăва икĕ енĕ те тахçанах хатĕрленнĕ. Ăна юпа уйăхĕнчех палăртнăччĕ, тĕрлĕ сăлтавсене пула ЧНК хастарĕсем халиччен çула тухаймарĕç.
Комитетсен кÿршĕ республикăсенчи чăвашсем патне çулла, Акатуйсене кăна тухкалама май килет. Пĕр-пĕрин ĕçĕпе паллашма вара ăшпиллĕ тĕлпулусем, пĕрлехи канашлусемпе «çавра сĕтелсем» пулăшаççĕ.
Пăва районĕнче пурĕ 9 ял хутлăхĕнче чăвашсем пурăнаççĕ. Чат таса чăваш ялсем те пур.
Пăва районĕнчи ЧНКЦ Шупашкарсене Кипеккасси ялĕнчи çĕнĕ Культура çуртне йыхравларĕ.
Ку ялта халĕ пурĕ 550 çын пурăнать. Кунта чи паллă чăваш çыравçисем: Василий Краснов-Асли, Григорий Краснов-кĕçĕнни, Валем Ахун, Сергей Ялавин çуралса ÿснĕ. Вĕсен ячĕпе Культура çурчĕ умĕнче асăну стелли вырнаçтарнă. Килсе çитнĕ ЧНК хастарĕсем пултаруллă çыравçăсене пуç тайса стелла умне чĕрĕ чечексем хучĕç.
Клуб умĕнче ЧНК пайташĕсене Пăва районĕнчи Чăваш культура центрĕн ертÿçи Владимир Ильин, унăн çумĕ Анна Никонорова тата ытти пайташсем çăкăр-тăварпа, чăваш сăрипе кĕтсе илчĕç.
Шалта вара хăнасене пултарулăх ушкăнĕсем улах ларни, ал-ĕç, чăваш апат-çимĕçĕн куравĕсем кĕтнĕ иккен. Пăвасем Чăваш Енрен килекенсене кĕтсе илме тĕплĕн хатĕрленнĕ. Юрă-ташă ушкăнĕсем, уйрăм хастарсем чылайăн пуçтарăннă.
Малтан ЧНКЦ председателĕ Владимир Анатольевич Ильин сăмах илчĕ. Вăл организаци юлашки вăхăтра тунă ĕçсем çинчен хăпартланса каласа пачĕ.
Шупашкартан килнĕ делегаци ертÿçи Юлия Петровна Мареева та кил хуçисене ЧНК ĕç-пуçĕ çинчен уçăмлатса пачĕ.
Кипеккасси ялĕн Культура çуртĕнче таврапĕлÿ музейĕ экспонатсемпе пуян. ЧНК пайташĕсем вĕсемпе кăсакланса паллашрĕç. Тутарстанри Пăва районĕнчи йăхташсем анатри чăвашсем шутланаççĕ. Вĕсен ĕлĕкхи савăт-саписен, кил-таврашĕнчи япалисен хăйне евĕрлĕхĕ курăнать.
Ку тăрăхри чăвашсен апат-çимĕçĕ те урăхла, ячĕсем те интереслĕ, тутарларах темелле.
Пăва чăвашĕсемпе Чăваш Ен делегацийĕ «çавра сĕтел» йĕркелерĕç, ăна телепрограмма валли конгресс пресс-служби çырса илчĕ. Чăвашлăха, йăла-йĕркене аталантарасси, ачасене шкулта тăван чĕлхене вĕрентесси, фольклор ушкăнĕсен ĕçĕ тата ытти çинчен те сÿтсе яврĕç, пĕр-пĕрин пуян опычĕпе паллашрĕç.
Тĕлпулу чăн чăн уяв пулса тăчĕ. Кунта вырăнти «артистсем», Шупашкартан килнисем те юрларĕç, ташларĕç, пултарулăхне кăтартрĕç.
Пăва районĕнчи Кипекассинче иртнĕ тĕлпулу икĕ енĕшĕн те усăллă та пĕлтерĕшлĕ пулчĕ.

ЧНК пресс-служби.