ЧНК «Чăваш хĕрарăмĕ» комитечĕ 2018 çулта ăнăçлă ĕçлерĕ

 

Чǎваш хĕрарǎмĕсем авалтанах ĕçчен те тараватлǎ пулнине, йǎла-йĕркене пǎхǎнса пурǎннине каламасǎрах пĕлетпĕр-ха. Çапах та хальхи саманара хĕрарǎмǎн пурнǎçри тата обществǎри вырǎнĕ çинчен, тупнǎ телейне упрама мехел çитернине уçǎмлатас тĕллевпе, эпир нарǎсǎн 15-мĕшĕнче Шупашкарти «Талисман» кафере «Телей кам аллинче?» телекǎларǎм ӳкертĕмĕр. Унта республикǎри тĕрлĕ ял-хуласенчи чи маттур та хастар хĕр-хĕрарǎмсене, çемье телейне тупнǎ мǎшǎрсене,
ĕçре пысǎк хисепе тивĕçнĕ, тĕрлĕ сферǎра вǎй хуракансене чĕнтĕмĕр. Телей тупсǎмне пĕрле шырарǎмǎр.
Шупашкарти "Талисман" кафере иртекен телепередачăна ЧНКан вице Президенчĕ Анатолий Ухтияров, ЧНКан Президиум пайташĕ, «Ыркǎмǎллх» фончĕн председателĕ Валерий Вязов, Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ, республикăри Хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Алевтина Федорова, Раççей тата ЧР тава тивĕçлĕ ял хуçалǎх ĕçченĕ Хĕрлĕ Чутай районĕнчи "Коминтерн" хуçалăх председателĕ Альбина Новикова, Чăваш Енĕн ытти хастар çыннисем пуçтарăнчĕç. Паллах, "Лар, аннеçĕм, юнашар" телекăларăма ЧНК "Чăваш хĕрарăмĕ" пайташĕсем те илемлетрĕç: Раиса Сарпи, Светлана Асамат, Ирина Удалова, Василиса Иванова, Нина Дмитриева тата кăларăма ертсе пыракансем Лидия Филиппова журналистпа комитет председателĕ Юлия Мареева.
Эпир ачасене пĕчĕкренех чǎваш чĕлхине юратма хǎнǎхтарас, йǎла-йĕркепе паллаштарас тесе тимлетпĕр. Ку енĕпе пуçаруллǎ ĕçлетпĕр. Муркаш районĕнчи «Путене» ача пахчинче вǎй хуракансемпе пĕрле пуш уйǎхĕн 30-мĕшĕнче чǎвашсем Мǎнкуна уявланине кǎтартса пама пултартǎмǎр. Пĕчĕк шǎпǎрлансем, хǎйсен ĕçне чун-чĕререн парǎннǎ воспитательсемпе пĕрле чǎвашсен аслǎ уявĕнчи юрри-ташшипе тата вǎййи –куллипе паллаштарчĕç. Муркашсем çак мероприятине районти ача пахчисенче тǎрǎшакансене пухма пултарни, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Пилеш» ача пахчинчи воспитательсем те хутшǎнни, пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашма витĕм кӳчĕ. Сǎмахран, Хĕрлĕ Чутайсем пукане ǎсталассипе ăсталăх урокĕ кǎтартрĕç. Чăваш наци конгресĕн президенчĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Клементьев, «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет председателĕ Юлия Мареева, комитет пайташĕсем Нина Петрова, Раиса Сарпи, Зоя Яковлева кунта тăван культурăна, чĕлхемĕре шкул çулне çитменнисене вĕрентесси мĕнле шайра пулнипе паллашрǎмǎр, малашне пĕрле ĕçлемелли çул-йĕрсене палǎртрǎмǎр. Пирĕнпе пĕрле ЧНК Муркашри уйрăмĕн ертÿçи Наталья Николаева те пулчĕ.
Ака уйăхĕн 18-мĕшĕ Чăваш наци конгресĕн "Чăваш хĕрарамĕ" комитет пайташĕсем наци радиовĕ валли И.Я.Яковлев çулталăкне тата чăваш чĕлхи кунне халалланă передача çыртǎмǎр. Чĕлхемĕрпе çыхǎннǎ тĕрлĕ кǎсǎклǎ ыйтусене палǎртнǎ май, ытларах вырǎнсене тухса çӳремелли çинчен калаçрǎмǎр. ЧНК президенчĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Клементьев, "Чăваш хĕрарăмĕ"комитечĕн пайташĕсем хăйсен хастарлǎхне ӳстерсе пынине палǎртрĕ.
Çу уйӑхĕн 24-мĕшĕнче Комитет пайташĕсем Пушкӑртри Пелепей районĕнче пултǎмǎр. Слакпуҫĕнче паллӑ поэта Константин Иванова асӑнса ирттернĕ тĕрлĕ мероприятисене хутшǎнтǎмǎр.
Чǎваш ен делегацине ертсе кайнǎ май, Слакпуçĕнчи йǎхташǎмǎрсем аслǎ поэтǎмǎр ятне упрама тǎрǎшнине, çитĕнекен ǎрǎва та çак ĕçе явǎçтарнине асǎрхарǎм. Раиса Сарпи, Светлана Асамат поэтсем, пукане театрĕн артисчĕ Елена Шурту, Роза Степанова юрӑҫ, Культура комитечĕн председателĕ Вера Архипова, конгресӑн Шупашкар хулин уйрӑмĕн ертӳҫи Василий Пушкин тата ытти пултаруллӑ ҫынсем паллӑ поэт ҫуралнӑ ҫĕре пуҫ тайма ҫитнĕ май, вǎйǎ карти йĕркелесе ирттертĕмĕр, ЧНКан ĕç-хĕлĕпе тата малашлǎх тĕллевĕсемпе паллаштартǎмǎр, йǎла-йĕркене упрассипе хастартарах ĕçлеме чĕнсе каларǎмǎр. Слакпуçĕнче пурǎнакансем çывǎх тǎванĕсем вырǎнне хурса йышǎнни, аслǎрах ǎру çыннисен, пирĕнпе уйрǎлнǎ самантра тухнǎ куççулĕсем, эпир чǎвашсем, пĕр ĕмĕт шухǎшпа пурǎннине çирĕплетрĕç. Культура çуртĕнче иртнĕ уяв программи те тахçанчен асра юлĕ-ха. Светлана Асамат пуçарǎвĕпе эпир унта, К. В. Иванов паркĕнче Чǎваш енрен илсе кайнǎ çамрǎк йывǎç хунавĕсене лартса хǎвартǎмǎр.
Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун.
Комитет хастарĕсем, ку паллă куна Хĕрлĕ Чутай уйрăмĕнче ирттертĕмĕр. ЧНКан районти уйрǎмĕпе «Чăваш хĕрарăмĕ» комитечĕ Чутайсем шкул çулне çитмен ачасем валли йĕркеленĕ «Урам вăййисем» фольклор фестивальне пĕрле ирттертĕмĕр.
Фестиваль тĕп тĕллевĕ – чăваш культурине, йăли–йĕркине, чĕлхине аталантарас ĕçе шкул çулне çитмен ачасенченех пуçласси.
Уява Хĕрлĕ Чутай районĕн пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн ертÿçи Александр Башкиров тата Чăваш наци конгресĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Валерий Клементьев уçрĕç.
Районти ача пахчисене çÿрекен шăпăрлансем ушкăнăн-ушкăнăн тухса чăваш халăх вăййисене, юрри-ташшине, йăли-йĕркине кăтартса пачĕç.
Жюри председателĕ Валерий Клементьев, пайташĕсем – Юлия Мареева, Лидия Филиппова ачасен пултарулăхне пиллĕк номинаципе хакларĕç.
Пĕчĕккĕ пулсан та, шăпăрлансем хăйсене сцена çинче хăюллă тытни, пултаруллă пулни, чăвашла таса калаçни куракансене, уйрăмах конгресс хастарĕсене савăнтарчĕ, хавхалантарчĕ.
Утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет пайташĕсем çавра сĕтеле пуçтарăнтǎмǎр. Калаçу шăнăрĕ чăваш халăхĕн йăли-йĕркин, культурин тата чĕлхин пĕлтерĕшĕпе пуянлăхĕ тавра пулчĕ.
Комитет председателĕ пулнǎ май, хамăр халăхăн ăсĕ, кăмăл-сипечĕ, пултаруллăхĕ, ыррипе усала уйăрма вĕрентессисем çинчен сăмах пуçартǎм, çавра сĕтеле килнĕ хĕр-хĕрарăмсене çакăн çинче хăйсен шухăшĕсене палăртма, пĕрле сÿтсе явма ыйтрǎм.. Калаçу чăнах та уçă, пуян та тарăн шухăшлă пулчĕ. КомитетǎН КАШНИ пайташĕ хăйĕн сăмахне каласа шухăш-кăмăлне палăртма пултарчĕ.
Раиса Сарпи, Роза Деменцова, Лидия Филиппова, Антонина Андреева, Инесса Алексеева, Василиса Иванова тата Зоя Яковлева калаçăва хутшăнса тĕрлĕ кăсăклă ыйтусене хускатрĕç, ыттисене те шухăша яракан япаласене сÿтсе явма чĕнчĕç.
Чăваш ялĕ çĕкленсе аталансан – тăван йăла - йĕрке, культура, чĕлхе сыхланса юласси пуриншĕн те паллă. Комитет пайташĕсем çакна ăнланса ĕçлеççĕ. Конгрес пуçарнипе республикăри районсенсенче кăçал «Чи лайăх чăваш ялĕ» акци иртрĕ. ЧНКан « Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитечĕ те çак ĕçрен аякка тǎрса юлмарĕ. «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитечĕн пуçарǎвĕпе, кǎçал ЧНКан Çĕмĕрле районĕнчи уйрǎмĕн ĕçне чĕртес тĕллевпе çак акцине хутшǎнма явǎçтартǎмǎр.. Унччен, Комитет ертӳçи пулнǎ май, Магарин ял тǎрǎхĕнче пурǎнакансемпе икĕ хутчен тĕл пултǎм. Акци тĕллевĕпе паллаштартǎм.
Çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче ЧНК пĕрремĕш вице-президенчĕ Валерий Клементьев, «Чăваш хĕрарăмĕ» комитечĕн пайташĕсем,конгресăн Хĕрлĕ Чутай уйрăмĕн хастарĕсем Çĕмĕрле районĕнчи Петропавловск ятлă пĕчĕк ял уявне ирттерме хутшǎтǎмǎр.«Чăваш хĕрарăмĕ» комитет пайташĕсем Светлана Асамат юрăç, Антонина Андреева, Василиса Иванова, Роза Деменцова, Роза Степанова юрăç тата «Хастар» çамрăксен ушкăнĕн ертÿçи Людмила Засыпкина çĕмĕрлесене уявпа саламлама хапăл пулчĕç. Аякран килнĕ пĕлĕш –хурǎнташĕсем ялта пурǎнакансемпе пĕрле пуçтарǎнма май туса панǎшǎн тата уява хатĕрленессипе халǎхпа пĕрле ĕçлеме тӳр килнишĕн чунтан савǎнчĕç.
Конгресс хастарĕсене каланǎ ǎшǎ тав сǎмахĕсм тата хавхаланса ĕçлеме пулǎшрĕç. Район администраци пуçлǎхĕпе Лев Рафиновпа Магарин ял тǎрǎхĕн ертӳçи Людмила Егорова ял уявне çӳллĕ шайра ирттерме витĕм кӳни халǎхǎн кǎмǎл-туйǎмне çĕклесе ялǎн малашлǎхĕшĕн пĕрле пуçтарǎнса ĕçлес тĕллеве вǎйлатрĕ терĕç.
КОМИТЕТ пайташсем республикǎри районсенчи ял уявĕсене те хастар хутшǎнчĕç.
Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче, Чăваш наци конгресĕн культура тата "Чăваш хĕрарăмĕ" комитетсен пайташĕсем Атăл леш енчи "Чувашия" санаторинчи этнопаркпа паллашрǎмǎр. Йывăçран касса тунă кÿлепесенче авалхи чăвашсен тĕнчекурăмĕ, чăвашсен туррисем, халапсенчи ырăпа усал вăйсем тата ыттисем те сăнарланнă. Шǎпах çакǎнта телекǎларǎм ӳкертĕмĕр.
«Чăваш хĕрарăмĕ» комитет пайташĕсем «Нина Григорьева вылякан рольсенчи хĕрарăмсен шăписем» ятлă курава уçнă çĕре хутшăнтǎмǎр.
Курав Шупашкарти Çĕçпĕл Мишши музейĕнче, чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче, савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ. Çак кунсенче РСФСР халăх артисчĕ, К.В. Иванов ячĕллĕ чăваш академи драма театрĕн артисчĕ Нина Ильинична Григорьева 80 çул тултаратчĕ. Вăл Çеçпĕл премине илнĕ чи пĕрремĕш хĕрарăм.
Курава уçма ЧНК «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет председателĕ Юлия Мареева, Раиса Сарпи, Светлана Асамат, Наталия Николаева, Роза Деменцова, Зоя Яковлева комитет пайташĕсем, культура анинче тăрăшакансем, хаçат-журнал, радиопа телевидени ĕçченĕсем килчĕç, сǎмах каларĕç. Пурте вĕсем артисткăн пултарулăхне юратаççĕ, хăйне те чунтан хисеплеççĕ.
Çеçпĕл Мишши музей директорĕ, комитет пайташĕ Антонина Андреева курава епле йĕркелени, Нина Григорьева вылянă рольсем, артистка шăпи, çынлăхĕ çинчен питĕ кăсăклă каласа пачĕ.
Нумай çул Çеçпĕл Мишши эткерлĕхне тĕнчипе сарас енĕпе ĕçленĕшĕн тата конгресс ĕçне хастар хутшăннăшăн ЧНК президенчĕн, Николай Угасловăн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн Çеçпĕл Мишши музейĕн директорне, Антонина Андреевăна ЧНК Хисеп Хучĕпе чысларǎмǎр.
Чӳк уйǎхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем Чăваш Енре тĕпленсе пурăнакан ытти халăх ывăл-хĕрĕпе пĕрле Шупашкарти Туслăх çуртĕнче Халăхсен Пĕрлĕхĕн кунне уявларǎмǎр. Уяв тĕлĕнмелле илемлĕ те туслă иртрĕ.
"Чăваш хĕрарăмĕ" комитет тăрăшнипе чăваш апачĕллĕ сĕтел тулăх та теххĕмлĕ пулчĕ. Çакна культура Министрĕ Константин Яковлев та палǎртрĕ. Конгресăн Хĕрлĕ Чутай район уйрăмĕн хастарĕ, сǎра ǎсти Зинаида Чернова пурне те чăвашǎн кǎпǎклǎ сăрине ас тивме сĕнчĕ. Техĕмлĕ те тутлǎ чǎваш апатне ытти халǎх çыннисем те тулли кǎмǎлпа тутанса пǎхрĕç. Комитет пайташĕсем хǎш-пĕр рецептсене уçǎмлатрĕç.
Чӳк уйǎхĕн 22-мĕшĕнче комитет пайташĕсем «Эс – тĕнче тыткǎчи хĕрарǎм» темǎпа «Телей» кафере телекǎларǎм ӳкертĕмĕр. Унта Чǎваш енĕн тĕрлĕ ял-хуласенчи чи маттур та хастар, пултаруллǎ чǎваш хĕрарǎмĕсемпе, çемье телейне тупнǎ мǎшǎрсене, маттур çамрǎксене чĕнтĕмĕр. Тĕрĕссипе телекǎларǎм тĕпелĕнче кам кǎна пулмарĕ-ши, тĕрлĕ сферǎра тǎрǎшакансем, вĕрентекенсемпе культура ĕçченĕсем, тухтǎрсемпе спортсменсем, хĕрарǎм-трактористсемпе ял хуçалǎхĕнче вǎй хуракансем, хисеплĕ аннесемпе аттесем тата ыттисем те. Сǎмах май, çитес çулхи нарǎс уйǎхĕнче«Лар, аннеçĕм, юнашар» телепередача эфира тухма тытǎннǎранпа 5 çул çитет. Ку паллах, пирĕншĕн юбилей.
Чǎваш наци конгресĕн Хĕрлĕ Чутайри уйрǎмĕпе «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитечĕн пайташĕсем юлашки вǎхǎтра чǎвашлǎха упрассипе тата авалхи йǎла - йĕркене халǎх хушшинче сарассипе пĕрле тĕллевлĕ ĕçлетпĕр.
Конгресс хастарĕсен пуçарǎвĕпе тĕрлĕ конкурссем ирттересси йǎлана кĕчĕ. Сǎмахран, раштавǎн 7- мĕшĕнче районти культура çуртĕнче
«Чи пултаруллǎ хунямапа кинĕ» уçǎ конкурс иртрĕ. Конкурсǎн тĕллевĕ – çемье институчĕн культурине ӳстересси, авалхи несĕлĕмĕрсен йǎлисене тĕпе хурса çемьери хутшǎнусене кирлĕ пек йĕркелеме витĕм кӳресси, çемье ǎшшине упрама тǎрǎшакан хунямапа кинĕсен тĕслĕхĕпе ыттисене паллаштарасси. Ламран-лама куçса пыракан ырǎ хутшǎнусем çинчен халǎха пĕлтерме тǎрǎшни те пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Конкурса Аслǎ вĕрентекенĕмĕрĕн çулталǎкне халалларǎмǎр.
Хĕрлĕ Чутайри уçǎ конкурса хутшǎнма Муркаш районĕпе Çĕмĕрле районĕсенчи хунямасемпе кинĕсем те хапǎл турĕç.
Районти культура çуртĕнче иртнĕ «Чи пултаруллǎ хунямапа кинĕ» конкурса чǎваш тумĕсем тǎхǎннǎ пĕчĕк шǎпǎрлансем, «Пилеш» ача пахчине çӳрекенсенчен йĕркеленĕ фольклор ушкǎнĕ уçрĕ. Тĕлĕнмелле пултаруллă ачасем. Сцена çинче куç тулли илем.
Конкурса хисеплĕ те сумлă çынсене: çемье тĕрекне упракансене , хуняма-кинĕсене сума суса ирттернин пĕлтерĕшĕ пысǎкки тĕп вырǎнта пулчĕ. Пĕтĕмĕшле конкурса хутшǎнакансем тǎватǎ конкурсра тупǎшса хǎйсем чǎн чǎваш хĕрарǎмĕсем пулнине; хунямасем кин кĕртнĕ саманта аса илсе, пил сǎмахĕсене тепĕр хут каларĕç; кинĕсем хунямǎшĕсен сǎмаххисене ǎша хывса, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурǎннине пĕлтерчĕç. Тĕрĕссипе, конкурса хутшǎнакансем пур енлĕ пултаракан маттурсем пулни никама та иккелентермерĕ.
Çак лару-тǎрура жюрисене пĕтĕмлетӳ тума çǎмǎлах пулмарĕ. Çапах та Раиса Васильевна Сарпи ертсе пынипе тӳресем конкурса хутшǎнакансене тивĕçлĕ хак пама мехел çитерчĕç. Жюри йышĕнче район администрацин культура пайĕн начальникĕ А. Н. Самсонов, «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитечĕн пайташĕсем: Архипова В. С., Андреева А.В., Алексеева И.Г., ЧНКан Муркаш районĕн уйрǎмĕн ертӳçи Н.Н.Николаева тата Çĕмĕрле районĕнчи Магарин ял тǎрǎхĕн пуçлǎхĕ Л.Д.Егорова пулчĕç.
Чǎн-чǎн уяв каçĕн программине «Пилеш» ача пахчине çӳрекенсем ,Муркаш районĕнчи «Муркаш» фольклор ушкǎнĕ, Çĕмĕрле районĕнчи Саланчǎкри пултаруллǎх ушкǎнĕ тǎван халǎхǎмǎрǎн пуян юрри-ташшипе савǎнтарчĕç.
Чăваш наци конгресĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» тата культура комитечĕсен пайташĕсем раштавăн 14-мĕшĕнче Тутарстанри Пăва районĕнчи йăхташсем патĕнче пултǎмǎр.
Йышра çыравçăсем, музей, вулавăш ĕçченĕсем, юрăçсем тата культурăра тăрăшакан ытти ЧНК пайташĕсем пулчĕç.
Пĕр-пĕрин ĕçĕпе паллашма вара ăшпиллĕ тĕлпулусем, пĕрлехи канашлусемпе «çавра сĕтелсем» пулăшаççĕ.
Пăва районĕнче пурĕ 9 ял хутлăхĕнче чăвашсем пурăнаççĕ. Чат таса чăваш ялсем те пур.
Пăва районĕнчи ЧНКЦ Шупашкарсене Кипеккасси ялĕнчи çĕнĕ Культура çуртне йыхравларĕ. Ку ялта халĕ пурĕ 550 çын пурăнать. Кунта чи паллă чăваш çыравçисем: Василий Краснов-Асли, Григорий Краснов-кĕçĕнни, Валем Ахун, Сергей Ялавин çуралса ÿснĕ. Вĕсен ячĕпе кунта палǎк лартнǎ, эпир пуç тайса чĕрĕ чечексем хутǎмǎр.
Клуб умĕнче ЧНК пайташĕсене Пăва районĕнчи Чăваш культура центрĕн ертÿçи Владимир Ильин, унăн çумĕ Анна Никонорова тата ытти пайташсем çăкăр-тăварпа, чăваш сăрипе кĕтсе илчĕç.
Шалта вара пире пултарулăх ушкăнĕсем улах ларнипе кĕтсе илчĕç. Тĕлĕнмелле, ал - ĕç, чăваш апат-çимĕçĕн пысǎк куравĕсене йĕркеленĕ. Авалхи несĕлсен йǎлари ĕç хатĕрĕсемпе тумтирсенчен йĕркеленĕ куравсем те экспонатсенчен пуян. Пǎва районĕнчи 4 фольклор ушкǎнĕ, конгресс хастарĕсем те чǎвашлǎхшǎн çунса тǎнине кǎтартса пама пултарчĕç.
Малтан ЧНКультура центрĕн председателĕ Владимир Анатольевич Ильин сăмах илчĕ. Вăл организаци юлашки вăхăтра тунă ĕçсем çинчен хăпартланса каласа пачĕ.
Шупашкартан килнĕ делегаци ертÿçи пулнǎ май, кил хуçисене ЧНК ĕç-пуçĕ çинчен уçăмлатса патǎм, чи хастаррисене ЧНКан Хисеп хучĕпе тата Тав Çырǎвĕпе чысларǎмǎр.
Пăва чăвашĕсемпе Чăваш Ен делегацийĕ «çавра сĕтел» йĕркелерĕç, ăна телепрограмма валли конгресс пресс-служби çырса илчĕ. Чăвашлăха, йăла-йĕркене аталантарасси, ачасене шкулта тăван чĕлхене вĕрентесси, фольклор ушкăнĕсен ĕçĕ тата ытти çинчен те сÿтсе яврĕç, пĕр-пĕрин пуян опычĕпе паллашрĕç.
Тĕлпулу чăн чăн уяв пулса тăчĕ. Кунта вырăнти «артистсем», Шупашкартан килнисем те юрларĕç, ташларĕç, пултарулăхне кăтартрĕç.
Пăва районĕнчи Кипекассинче иртнĕ тĕлпулу икĕ енĕшĕн те усăллă та пĕлтерĕшлĕ пулчĕ.
Манǎн пурне те «Чăваш хĕрарăмĕ» комитетпа тачǎ çыхǎнса ĕçленĕшĕн тав тǎвас килет. Тулай чǎвашĕсемпе те тачǎ çыхǎнса ĕçлесчĕ. Маларах тунǎ çыхǎнусене татас марччĕ.
Пурне те çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе чун-чĕререн саламлатǎп. Çитес çул вǎл пысǎк ĕçсен çулталǎкĕ. Апла пулсан, хастарлǎха ӳстерсе чǎваш тĕнчишĕн курǎмлǎрах ĕçлеме тǎрǎшар.

Юлия Мареева, ЧНК «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет председателĕ.