ЧНК Вĕренÿ комитечĕн хастарĕсем Хусан хулинче иртнĕ конференцие хутшăнчĕç

 2018 çулхи чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Хусан хулин нумай чĕлхе вĕрентекен 180-мĕш номерлă гимназийĕнче Раççей Федерацийĕн халăхĕсен чĕлхипе калаçакан шкул ачисен 5-мĕш вулав тата наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ. Ăна йĕркелекенсем – Тутар Республикин ăслăлăх тата вĕренÿ Министерстви, Тутарстан халăхĕсен Ассамблейи тата Хусан хулин вĕренÿ управленийĕ.
Ăслăлăх конференцийĕн тĕллевĕ пултаруллă ачасене тупса палăртасси, вĕсене хăйсен пултараслăхне йĕркелеме, шухăш хастарлăхне аталантарма тĕпчев-шырав ĕçне анлăрах явăçтарасси, тĕрлĕ чĕлхе уçлăхĕнче тăван чĕлхене упраса хăварасси çине халăхра тимлĕрех пăхтарасси пулчĕ.
Конференцие Мускав хулин, Тутар, Чăваш, Пушкăрт, Удмурт Республикисен, Мари Эл, Самара облаçĕн 9-11-мĕш класĕсенче вĕренекенсем хастар хутшăннă. Вĕсем ăслăлăх ăмăртăвне 200 ытла тĕпчев ĕçĕ ярса панă. Чĕлхе ыйтăвĕсем тавра калаçма пухăннă анлă канашлăва чаплă лару-тăрура уçнă. Тухса калаçакансем салам сăмахĕсем каланă, конференцие тухăçлă ĕçлеме ырă суннă. Вĕсем тăван чĕлхе çынсене пĕрлĕх туйăмĕ панине, халăха наци пек пулма тата малалла аталанма май панине, этемлĕхĕн ăс-тăн пуянлăхĕ пулнине палăртнă.
Çамрăк тĕпчевçĕсем вырăс, тутар, пушкăрт, удмурт, мари, мăкшă-ирçе чĕлхисен секцийĕсенче хăйсен ĕçĕсене хÿтĕленĕ. Вĕсем тĕпчевлĕ-шыравлă ĕçĕсенче чĕлхе вĕрентĕвĕн тĕрлĕ енĕсене çутатма пултарнă.
Чăваш Республикин шкул ачисем конференцие кашни çул кăмăлласа хутшăнаççĕ. Кăçал та кунта Шупашкар хулин 10-мĕш тата 49-мĕш шкулĕсенче вĕренекенсем чăваш чĕлхи секцийĕнче докладсемпе тухна калаçнă, тивĕçлĕ шайра хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Юлия Арбекова призер (Шупашкар хулин 10-мĕш шкулĕ, 9 класс, ăслăлăх ертÿçи – Ю.Е. Анисимова), Юлия Муравьева призер (Шупашкар хулин 10-мĕш шкулĕ, 9 класс, ăслăлăх ертÿçисем – А.В. Егорова тата И.Г. Евсеева), Алексей Арапов (Шупашкар хулин 49-мĕш шкулĕ, 9 класс тата Анастасия Игнатьева (Шупашкар хулин 49-мĕш шкулĕ, 10 класс, ăслăлăх ертÿçисем – Л.В. Никифорова тата Г.А. Керукова) призерсем пулнă.
Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçи Геронтий Никифоров конференцие лайăх йĕркеленĕшĕн тав тунă, конгресăн Хисеп хучĕпе Тутар Республикин чăвашĕсен наципе культура автономийĕн ертÿçин çумне, «Сувар» хаçат корреспондентне Ирина Трифоновăна чысланă. Жюри чĕлхе секцийĕсенче тухса калаçнисене пурне те сертификат тата вĕсен ĕçĕсене пичетленĕ статья пуххине панă. Хусан хулин çамрăкĕсем илемлĕ юрă-ташăпа уява сăнлăх, хаваслăх кĕртнĕ, пурин кăмăлне те çĕклеме пултарнă.
Чăваш Енĕн пултаруллă ачисене конференцире маттур пулнăшăн тав тăватпăр! Малашне те ăслăлăхра çирĕп утăмсем тума ырлăх-сывлăх, чăтăмлăхпа ăнăçу сунатпăр!
 
 
Юрий НИКИФОРОВ, Çĕнĕ Шупашкар хули