Раштавăн 24-мĕшĕнче Шупашкарти Чăваш тĕрри музейĕнче «Паха тĕрĕ» фабрика 95 çулне халалланă курав уçăлчĕ. Куравра «Паха тĕрĕ» фабрика музейĕнчи тата Чăваш наци музейĕнче упранакан тĕрĕллĕ япаласене вырнаçтарнă. 

Шăп 95 çул каялла, раштавăн 23-мĕшĕнче Алькешре чăваш тĕррине промышленнăç шайĕнче сарма пуçланă "Паха тĕрĕ" фабрика артель шайĕнче никĕсленнĕ.
Кăçал çавра çула халалланă мероприятисене "Паха тĕрĕ" фирма çулталăкĕпех йĕркелерĕ. Екатеринбург, Тюмень, Иркутск, Питĕр хулисенче хăйсен изделийĕсен куравĕсене, тĕрлĕ ăсталăх класĕсене йĕркелерĕ. Унти чăвашсем кăна мар, ытти наци çыннисем те унта пырса курса чăваш тĕррин пуянлăхне, философийĕне, пахалăхне пысăк хак пачĕç.
Чăваш тĕрри музейĕнче пĕтĕмлетекен чи анлă уявĕ иртрĕ.
Уява тин кăна Юрий Сементерпе Георгий Перьев çырнă «Паха тӗррӗмӗре мухтав» гимнпа пуçларĕç. Ăна «Çавал» ушкăн артисчĕсем шăрантарчĕç.
«Паха тӗрӗ» фирма тĕп директорĕ Наталия Посынкина пурне те çак паллă фабрика çавра çулĕпе саламларĕ.
Чи сумлă ретре фабрикăра ĕçлесе ĕмĕрĕсене ирттернĕ ветерансем, тĕрĕ ăстисем лараççĕ. Вĕсене Наталия Ивановна уйрăммăн тав турĕ.
Юбилей ячĕпе фирма ятарлă фильм хатĕрленĕ. Ăна «Чувашия» патшалăх телерадиокомпанийĕ» ÿкернĕ. Документлă фильмра фабрика пуçласа янинчен тытăнса хальхи кунченхи историне кăтартса панă, архив материалне çителĕклĕ усă курнă.
«Паха тĕрĕ» фирмăна юбилейпа саламлама Чăваш Ен ертÿлĕхĕнчен пуçласа Тутар Республикинчи Аксу районĕнчен, Тюмень тăрăхĕнчен те хăнасем çитнĕ.
Чăваш Патшалăх Канашĕн председателĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Альбина Егорова, Культура министрĕн çумĕ Елена Чернова, Экономика министерствин пай пуçлăхĕ Зухра Магометова, Шупашкар районĕн пуçлăхĕ Николай Хорасев,Чăваш наци музейĕн директорĕ Ирина Меньшикова тата ытти сумлă çынсем «Паха тĕрĕ» 95 çул тултарнипе хăйсен саламĕсене, Хисеп хучĕсене илсе килнĕ. Мĕн пур саламлакан "Паха тĕрĕ" фирмăна халăхăн чи паха туприне – чăваш тĕррине сыхласа хăварса аталантарма пултарнăшăн тав турĕç, унăн ĕçченĕсене малалла та çак çÿллĕ ята тивĕçлĕн тытса пыма ырлăх-сывлăх сунчĕç.
Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕ, халăх ăстисен Ассоциацийĕ «Паха тĕрĕ» фирмăпа тачĕ çыхăнса ĕçлет. Эпир пĕр ĕç тăватпăр, хамăрăн культурăн пĕр пысăк пайне –тĕрре сыхласа хăварса аталантаратпăр çке. Регионсене тухса çуренĕ чух, мероприятисем ирттернĕ вăхăтра куравсем йĕркелеме çак предприяти ĕçченĕсем яланах хутшăнаççĕ, хăйсен паха тĕрĕллĕ япалисене илсе тухаççĕ. Пĕр-пĕр мероприяти ирттермелле-и, региона çул тытмалла-и, е тата сумлă çынна юбилейпа саламламалла, яланах конгресс "Паха тĕрĕ" ертÿçисемпе çыхăнать. Зинаида Воронова, Нина Андреева, Любовь Вазюкова культура комитечĕн пайташĕсем фирмăна çавра çулпа саламларĕç.
Чăвашлăха аталантарас енĕпе тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн, хастар ĕçленĕшĕн «Паха тĕрĕ» фирмăна конгресс президенчĕн Николай Угасловăн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн Хисеп хучĕ пачĕç, ялан çапла пултаруллă ĕçлеме, ЧНК па çыхăну тытма сунчĕç, парнесемпе чысларĕç.

ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева.
(автор сăнÿкерчĕкĕсем)