Конгресс президиумĕ çулталăка пĕтĕмлетрĕ

Чăваш наци конгресĕн президиумĕ ку çулхи юлашки лару ирттерчĕ.

Кун йĕркинче чÿкĕн 30-мĕшĕнче иртнĕ «Раççей чăваш пики-2018» конкурс мĕнле иртнине сÿтсе явасси, «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет ĕç-хĕлне тишкерсе тухасси, 2019 çул валли ĕç планне пăхса тухасси тата ытти пуçтарăннă ыйтусене уçăмлатасси пулчĕ.

ЧНК президенчĕ Николай Угаслов ларăва ертсе пынă май президиум пайташĕсене çулталăка тăрăшуллăн ĕçлесе ирттернĕшĕн тав турĕ, малалла та пĕр-пĕрне хисеплесе, перекетлесе вăй хума сунчĕ.

Валерий Клементьев вице-президент «Раççей чăваш пики-2018» конкурса пĕтĕмлетнĕ май, кăçал регионсенчи хĕр-пикесем сахал хутшăннине палăртрĕ, ку енĕпе малашне Раççей тĕрлĕ кĕтесĕсĕсенчи чăваш наципе культура автономийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлемеллине каларĕ. Йĕркелÿ комитечĕн пайташĕсене кашни хăй ĕçне яваплăха туйса тунăшăн тав турĕ.

Валерий Леонидович 2018 çулта конгресс хастарĕсем «Халăхсен наци пуянлăхĕ –Раççей пуянлăхĕ» проекта тивĕçлĕн пурнăçа кĕртни пирки асăнчĕ, кĕскен РФ грант проекчĕн мероприятийĕсене тишкерсе тухрĕ.

Грант проекчĕпе ĕçленĕ май, ЧНК хастарĕсен, комитетсен ĕç-хĕлĕ вăйланнине, туслăх, ăнлану çирĕпленнине асăнчĕ вице-президент. Малашне те çак вăя çухатмалла маррине, кашни пайташа хавхалантарса, ăнланса ĕçлемеллине палăртрĕ вăл.

Лару ĕçне президиум пайташĕсем хастар хутшăнчĕç, кашни хăй сĕнĕвĕсене каларĕ. Пурте малалла та грант çĕнсе илме тивĕçлĕ проектсем çырмаллине, пурин те çак ĕçе хутшăнмаллине каларĕç.

Президиум пайташĕсем ЧНК «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет председателĕн Юлия Марееван докладне тимлĕ итлерĕç. Чăн та, конгрессра тăрăшакан хĕрарăмсем ку çул çемье ăшăлăхне сыхлакан чăваш хĕрарăмсемпе  чылай ĕç туса ирттернĕ, самай пархатарлă мероприятисем йĕркеленĕ, телепрограммăсем ÿкернĕ.

ЧНК президенчĕ Николай Угаслов Юлия Маревăна çак ĕçсене йĕркелеме пултарнăшăн тав турĕ, малашне те тăрăшуллă пулма ырлăх-сывлăх сунчĕ.

Президиум ларăвĕнче çитес 2019 çул валли хатĕрленĕ ĕç планне пăхса тухрĕç. Ĕç тăвакан комитет предедателĕ Анатолий Ухтияров вице-президент кашни комитет планĕсене тишкерсе, конгресăн анлă планне хатĕрлени пирки каласа пачĕ,  президиум пайташĕсене çулталăк вĕçлениччен ку плана тишкерсе тухса хăйсен сĕнĕвĕсене кĕртме ыйтрĕ.

Ларăва вĕçленĕ май ЧНК президенчĕ Николай Угаслов тĕрлĕ мероприятисене хастар хутшăннă президиум пайташĕсене Хисеп хучĕсемпе,  Тав çырăвĕсемпе чысларĕ, пурне те Çĕнĕ çулта ăнăçу, телей, сывлăх сунчĕ.

Комитет ларăвне хутшăнакансене Çĕнĕ çулпа саламлама Чăваш Енте ĕçлесе пурăнакан пултаруллă художник Миша Григорян килчĕ. «Чăваш халăх художникĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ эрмен ÿнерçи  ЧНК хастарĕсене хăйĕн пĕр ĕçне парнелерĕ.

ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева. (автор сăнÿкерчĕкĕсем)