Çĕнĕ 2019 çул алăкран шаккать. Паян, раштавăн 30-мĕшĕнче Шупашкарти оперăпа балет театрĕнчи елкăна Чăваш наци конгресĕн хастарĕсен ачисемпе мăнукĕсем хутшăнчĕç. Ку уява вĕсем валли ЧНК вице-президенчĕ Валерий Клементьев тата конгресăн Ыркăмăллăх фончĕн директорĕ Павел Вязов йĕркелесе пачĕç.

Чăваш тумĕллĕ ачасем ыттисем хушшинче тата та капăррăн курăнчĕç. Малтан вĕсем театр артисчĕсем лартнă "12 уйăх" юмах курчĕç. Ачасем ку юмаха питĕ кăсăкланса, юратса пăхрĕç, геройсемшĕн савăнса та пăшăрханса ларчĕç. Шăпăрлансем юмах савăнăçлă вĕçленнĕшĕн хавхаланса алă çупрĕç.

Оперăпа балет театрĕн ĕçченĕсем малалла ачасене капăрлатнă чăрăш патĕнче кĕтрĕç. Кунта шăпăрлансене иртсе каякан çул палли - йытă тата çитес çул символĕ - сысна кĕтсе илчĕç. Вĕсем ачасене выляттарчĕç, ташлаттарчĕç, чăрăш тавра юрласа çавăрттарчĕç. Хĕл Мучи килсен вара шăпăрлансем тата та хăпартланса кайрĕç, елка çутисене çутсан савăнăçлăн ташларĕç, пĕчĕкскерсем пур япалана та чунтан йышăнса кăмăлĕсене тултарчĕç.

Уяв вĕçленес умĕн Хĕл Мучи юлташĕсем Павел Николаевич Вязовпа Валерий Леонидович Клементьев чăваш тумлĕ ЧНК хастарĕсен тĕпренчĕкĕсене Çĕнĕ çул кучченеçĕсем парнелерĕç, çапла чăн чăваш пулса ÿсме ырлăх-сывлăх сунчĕç.

Уяв пурне те килĕшрĕ.

ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева. (автор сăнÿкерчĕкĕсем)