Паян, раштавăн 19-мĕшĕнче Чăваш наци конгресен вице-президенчĕ, Чăваш Ен ял-хуçалăх ветеранĕсен пĕрлĕхĕн ертÿçи, чи хастар общество деятелĕ Петр Васильевич Ивантаев çуралнă кунне паллă тăвать!

Хĕрлĕ Чутай мухтавлă ывăлĕ  пурнăç тăршшĕпе Чăваш Ен аталанăвĕшĕн, халăх ырлăхĕшĕн вăй-халне шеллемесĕр тăрăшать. 

Петр Васильевич Чăваш наци конгресĕн ĕç-хĕлне, унăн шăнăрне тытса пыракансенчен пĕри. Çулне пăхмасăр вăл  пĕтĕм çĕре çитме ĕлкĕрет. Пĕтĕм ĕçе Петр Васильевич пысăк яваплăхпа, тĕплĕ тăвать.   Эпир, конгресс хастарĕсем,унтан вĕренсе, тĕслĕх илсе ĕçлетпĕр.

Хисеплĕ Петр Васильевич! Сире çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу, пурнăçри мĕн пур  лайăххине сунатпăр! Çуралнă кунпа САЛАМЛАТПĂР!

ЧНК Президенчĕ Николай Угаслов, президиум пайташĕсем.