• Тюмень тӑрӑхĕнчи чӑвашсен "Тӑван" ассоциацийĕн 27 хастарĕ чӳкĕн 29-мĕшĕнчен пуҫласа раштавӑн 2-мĕшĕччен Чӑваш Енре пулчĕҫ.

Тюмень тӑрӑхĕнчи чӑвашсен "Тӑван" ассоциацийĕн 27 хастарĕ чӳкĕн 29-мĕшĕнчен пуҫласа раштавӑн 2-мĕшĕччен Чӑваш Енре пулчĕҫ.

Lелегацине Шупашкара мал курӑмлӑ общество организацийĕн президенчĕ Ираида Маслова пысӑк тĕллевсемпе илсе килнĕ. Чӳкĕн 30-мĕшĕнче пĕчĕк хастарсенчен пуҫласа тивĕҫлĕ канӑва тухнӑ Ҫĕпĕр чӑвашĕсем Шуршӑлти космонавтика музейне ҫитсе килчĕҫ. Кунта вĕсене музей ертӳҫи Александр Тукмаков тата экскурсоводсем ӑшпиллĕн кĕтсе илчĕҫ. Пирĕн мухтавлӑ космонавт Андриян Николаев ҫинчен сахал мар ҫĕннине пĕлчĕҫ, унӑн вилтӑприне пуҫ тайрĕҫ аякри ентешсем.

Ҫав кунах, каҫхине Шупашкарти культурӑпа ӳнер институтĕнче иртнĕ "Раҫҫей чӑваш пики" конкурса та хутшӑнма ĕлкĕрчĕҫ вĕсем. Тюмень тӑрӑхĕнчи "Чӑваш пики-2018" конкурс ҫĕнтерӳҫи Катя Степанова ку сумлӑ конкурса хутшӑнса "Чӑваш ен тулашĕнчи чи пултаруллӑ пике" ята тивĕҫрĕ. Ӑна "Тӑван" ансамблĕн кĕҫĕн ушкӑнĕ пулӑшса пычĕ. Пĕчĕкскерсем уйрӑм та чӑвашла тухса юрласа куракансене тыткӑна илчĕҫ. Ассоциацинчи ҫамрӑксен ертӳҫи Ксения Маслова  "Пилеш кайӑксем" юрӑпа сцена ҫине тухрĕ, пурин кӑмӑлне те кайрĕ.

Тепĕр кунне, раштавӑн 1-мĕшĕнче, Тюмень тӑрӑхĕнчен Чӑваш Ене килнĕ делегаци Ираида Вдовина ячĕллĕ "Юрӑ -чун уҫҫи" халӑх юррисен конкурсне хутшӑнчĕ. Ӑна ЧНК культура комитечĕ йĕркеленĕ. "Тӑван" ансамблĕн аслисен тата кĕҫĕннисен ушкӑнĕсем, уйрӑм юрӑҫсем конкурса хутшӑнса тĕрлĕ номинацисенче дипломсем ҫĕнсе илчĕҫ. 
Гала-концерт пуҫланиччен Шупашкарти Халӑхсен туслӑхĕн ҫурчĕн лару залĕнче Чӑваш Ен тата Тюмень тӑрӑхĕнчи хастарсем ҫавра сĕтел ирттерчĕҫ, пĕр пĕрин опычĕпе паллашрĕҫ. ЧНК "Чӑваш ялĕ" комитет председателĕ Эдуард Бахмисов хӑйĕн ял уявĕсене йĕркелес пуян опычĕпе, проектсемпе паллаштарчĕ, тĕрлĕ сĕнӳсем пачĕ. Хӑй енчен Тюмень тӑрӑхĕнчи чӑвашсен регионти общество пĕрлĕхĕн президенчĕ Ираида Маслова та ертсе пыракан общество организацийĕн ĕҫĕ-хĕлне уçамлатрĕ. Тĕл пулу тĕлĕнмелле ӑшӑ та усӑллӑ иртрĕ. 
Тюмень тӑрӑхĕнчен Чӑваш Ене килсе пирĕн йӑхташсем чылай ҫĕннине пĕлчĕҫ, хӑйсен опычĕпе кунтисене паллаштарчĕҫ, пултарулӑхĕпе пирĕн халӑха савӑнтарчĕҫ.
Ҫакнашкал тĕл пулусем час-часах пулсан питĕ аванччĕ. Тав сире, ентешсем, инҫе ҫула кĕскетсе тӑван ене килсе кайнӑшӑн.Тепре тĕл пуличчен!

ЧНК пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева.