Археологсем Аслă Таяпа хулашне тĕпчеççĕ

 Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпа ялĕ çумĕнчи авалхи хулаша ăсчахсем темиçе хут та тĕпченĕ. Ун çинчен 1856 çулта С.Е.Мельников, 1877-мĕшĕнче - С.М.Шпилевский, 1892-мĕшĕнче – И.Я. Зайцев çырса панă. Иртнĕ ĕмĕрти 27-мĕш çулта авалхи хула вырăнне П.П. Ефименко ăсчах ертсе пыракан ушкăн тĕпченĕ. 1948-мĕш çулта А.П.Смирнов, В.Д.Дмитриев чылай япалана уçăмлатса çырса панă. Ун хыççăн 1957-мĕш çулта Г.А.Федоров –Давыдов тĕпченĕ. В.Ф. Каховскийпе унăн ывăлĕ Б.В. Каховский 1984, 1992 çулсенче кунта каллех экспедици йĕркеленĕ. Анчах та халĕ те çак  вырăн наука ĕçченĕсене кăсăлантарма пăрахмасть.

Кăçал Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен сотрудникĕсем тепĕр хут Аслă Таяпа çумĕнчи авалхи чăваш хулине тĕпчеме йышăннă. Ăсчахсем палăрнă тăрăх, 28 гектар йышăнакан хулаша 1213-мĕш çулта пăлхарсем йĕркеленĕ.

Малтанхи тĕпчевçĕсем ку вырăнта кирпĕчпе купаланă никĕс, пуян çын пурăннă çурт стенин пĕр пайне тупнă.  Унсăр пуçне чÿлмек катăкĕсем, тимĕртен тунă хуçалăхра кирлĕ япаласем, вăрçăра усă курнă сăнă, çĕçĕ тата ытти ăпăр-тапăр чавса кăларнă пулнă.

Кăçал вара, çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 10-мĕшĕччен йĕркелеме палăртнă экспедицине Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн наука тĕп сотрудникĕ Наталья Березина ертсе пырать. Унпа пĕрле наука аслă сотрудникĕ Евгений Михайлов, наука ĕçченĕ Николай Мясников, студентсем, волонтерсем тата тăван халăх историпе кăсăкланакан таврапĕлÿçĕсем Елчĕк тăрăхне çитнĕ.

Темиçе кун ĕçлесе ăсчахсемпе историксем чылай кăсăклă япаласем чавса кăларнă: илемлетнĕ чÿлмек татăкĕсем, хуçалăхра кирлĕ япаласем, лашасене персе тивĕртмелли тимĕр сăнăсем тата ытти те. Экспедицие килнĕ çынсене Аслă Таяпа халăхĕ хапăл туса кĕтсе илнĕ, чылай ыйтăва татса пама пулăшнă. Мĕн тĕпчев ĕçĕсем пĕтиччен ял тăрăхĕн администрацийĕ, уйрăм çынсем тимлĕх уйăрма хатĕрине пĕлтернĕ.

Канмалли кунсенче тăван ялта пулнă май, эпĕ те ăсчахсен ĕç-хĕлĕпе паллашрăм, вĕсемпе курса калаçрăм, хамăр халăх историне ырми–канми тĕпчекенсене кăсăклă япаласем нумайрах тупма ăнăçу сунтăм.

  ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева.