Пенза тăрăхĕнче чăваш çамрăкĕсен форумĕ тата Акатуй иртмелле

 Чăваш наци конгресĕн Раççей президенчĕн грантне çĕнсе илнĕ «Халăхсен наци пуянлăхĕ - Раççей пуянлăхĕ» проекчĕпе килĕшÿллĕн, утă уйахĕн 5- 7-мĕшĕсенче конгресс хастарĕсем Пенза тăрăхĕнчи Неверкино районĕнче анлă мероприяти йĕркелеме хутшăнаççĕ. Кунта регионсем хушшинчи чăваш çамрăкĕсен форумĕ тата Акатуй уявĕ иртмелле. Пурĕ Раççейри вунă регионтан чăваш яш-кĕрĕмĕ форума хутшăнас кăмăллине пĕлтерчĕ.

Утă уйăхĕн 5, 6-мĕш кунĕсенче Питĕрпе Ленинград облаçĕнчи, Самара, Сарă ту, Чăваш Ен, Пенза тарăхĕнчи тата Раççейĕн ытти тăрăхĕсенче пурăнакан çамрăксем пĕрле пухăнса чăваш культурине, йăли-йĕркине, чĕлхине малалла аталантарсси пирки канашлĕç. Кунта тĕрлĕрен ăсталăх урокĕсем, ăмăртусемпе конкурссем иртмелле.

Форума Чăваш наци конгресĕ «Халăхсен наци пуянлăхĕ - Раççей пуянлăхĕ» проект çĕнсе илнĕ грант пулăшнипе ирттерме май тупăнчĕ. Утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче вара Пенза, Саратов тăрăхĕсенче пурăнакан чăвашсем ытти регионсенчи йăхташсене тата кунта пурăнакан тĕрлĕ наци çыннисене Акатуй уявне йыхравлаççĕ. Уява Чăваш наци конгресĕн тата ытти вунă регионтан килнĕ чăваш хастарĕсем хутшăнĕç. Паллах, Пенза тăрăхĕнчи Неверкино районĕнчи вырăнти наципе культура автономине (ертÿçи Анатолий Архипкин) Акатуя йĕркелеме конгресс ĕç тăвакан комитечĕн тата «Халăхсен наци пуянлăхĕ - Раççей пуянлăхĕ» проект йĕркелÿ комитечĕ пулăшĕç.

Чăваш наци конгресĕн пĕрремĕш вице –президенчĕ Валерий Клементьев, ЧНК çумĕнчи «Хастар» çамрăксен ушкăнĕн ертÿçи Людмила Засыпкина çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче Пенза тăрăхне кайса килсе вырăнти пуçлăхсемпе тĕл пулнă, Акатуй тата çамрăксен форумне ирттерес йĕркисене пĕрле сÿтсе явнă. Асаннă мероприяти çÿллĕ шайра иртессе шанатпăр.

ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева.

ФондПрезидентскихГрантов