Чăваш хĕрарăмĕсем чун пуянлăхĕ çинчен калаçрĕç

Утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет пайташĕсем çавра сĕтеле пуçтарăнчĕç. Калаçу шăнăрĕ чăваш халăхĕн йăли-йĕркин, культурин тата чĕлхин пĕлтерĕшĕпе пуянлăхĕ йĕри-тавра пулчĕ.

Комитет председателĕ Юлия Мареева хамăр халăхăн ăсĕ, кăмăл-сипечĕ, пултаруллăхĕ, ыррипе усала уйăрма вĕрентессисем çинчен сăмах пуçарчĕ, çавра сĕтеле килнĕ хĕр-хĕрарăмсене çакăн çинче хăйсен шухăшĕсене палăртма, пĕрле сÿтсе явма ыйтрĕ. Калаçу чăнах та уçă, пуян та тарăн шухăшлă пулчĕ. Кашни комитет пайташĕ хăйĕн сăмахне каласа шухăш-кăмăлне палăртма пултарчĕ.
Раиса Сарпи, Лидия Филиппова, Антонина Андреева, Инесса Алексеева, Василиса Иванова тата Зоя Яковлева калаçăва хутшăнса тĕрлĕ кăсăклă ыйтусене хускатрĕç, ыттисене те шухăша яракан япаласене сÿтсе явма чĕнчĕç.
Çавра сĕтеле ЧНК пĕрремĕш вице-президенчĕ Валерий Клементьев та хутшăнчĕ, хăйĕн сĕнĕвĕсене каларĕ.
Кайрах Валерий Леонидович нумай çул чăвашлăха аталантарассишĕн тăрăшакан «Чăваш хĕрарамĕ» комитет ертÿçин çумне, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн юридици факультетĕнче вăй хуракан Василиса Ивановăна ЧНК Хисеп хутне парса чыс турĕ, малашне те пултаруллă пулма сунчĕ. Хăйсен хĕр -юлташне комитет пайташĕсем те саламларĕç.
Çавра сĕтелте Чăваш наци радиовĕн аслă редакторĕ Роза Деменцова та пулчĕ, калаçăва çырса илчĕ. Вăл çитес вăхатра кун пирки радиокăларăм тухассине пĕлтерчĕ.

ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева.