"УЯВ» ЧĂВАШСЕНЕ НУРЛАТ ÇĔРĔ ÇИНЧЕ ПУÇТАРЧĔ

 

Утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче Тутар Республикин Нурлат районĕнче Пĕтĕм Раççейри чăваш культурин «Уявĕ» иртрĕ. «Уяв» лапамĕ илемлĕ вырăнта, ешĕл улăхра пулчĕ. Ăна кăçал кунта вун иккĕмĕш хут анлă йĕркелерĕç. Çуллахи пысăк «Уява» Тутарстанăн тĕрлĕ районĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем тата Чăваш, Пушкăрт Республикисенчен, Самара облаçĕнчен делегацисем хутшăнчĕç.
Хаклă хăнасене, вĕсен йышĕнчи Тутар Республикин премьер-министрне Лейла Фазлеевăна, культура министрне Ирада Аюповăна, Чăваш Республикин культура министрне Константин Яковлева, Чăваш наци конгресĕн президентне Николай Угаслова тата ыттисене çăкăр-тăварпа, юрă-ташăпа кĕтсе илчĕç. Унтан вĕсем «Чăвашсен мухтавлă çыннисем» аллейăра, «Ача тата ун амăшĕ» картишĕнче, сăра лаççинче, утар çуртĕнче, вăрман хуралçин пÿртĕнче, «Туй касси» кил картишĕнче пулчĕç.
«Уяв» хăнисемпе курма килнисене паллаштарма илемлĕ лапамра чăваш кил-çурчĕн картишĕсене вырнаçтарнă, ал ĕçĕсемпе апат-çимĕç куравĕсем йĕркеленĕ. Ретĕн-ретĕн ларса тухнă суту-илÿ лаввкисен йышĕнче Чăваш Енрен килнĕ «Паха тĕрĕ» фирмин тата ал ĕç ăстисен Людмилăпа Николай Балтаевсен хÿшшисем те пулчĕç. Вĕсем чăвашсен паха çи-пуçĕпе хĕрарăм капăрлăхĕсене илемлĕ те тĕрĕс тума пĕлнипе курса çÿрекенсене савăнтарчĕç. Чылайăшĕ вĕсен япалисене туянчĕ.
Тĕрлĕ куравпа паллашнă хыççăн хăнасем ырă ĕç-пуç йĕркеллĕ пуçланнине палăртса хурăн пăта çĕре çапса кĕртнĕ хыççăн чаплă лару-тăрура «Уява» уçрĕç. Салам сăмахĕсем каларĕç, нефть кăларас ĕçре, культура тата вĕренÿ сферинче палăрнисене дипломсемпе парнесем парса чысларĕç.
Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлевпа Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов «Уяв» чăвашсене татах та çирĕпрех пĕрлештерекен, халăхсене туслаштаракан пĕлтерĕшлĕ мероприяти пулнине палăртрĕç.
Унтан «Уяв» пики ăмăртупа юрă-ташă пуçланчĕ. Тутарстанăн тĕрлĕ районĕнчи пултарулăх ушкăнĕсемпе Чăваш Енрен килнĕ «Çеçпĕл» ансамбль, «Суварята» ушкăн, Чăваш эстрада юрăçисем Вячеслав Христофоровпа Марта Зайцева, Алексей Шадриков, «Янра, юрă» ушкăн, Сĕнтĕрвăррипе Патăрьел районĕсенчи фольклор коллективĕсем илемлĕ юрласа халăха савăнтарчĕç.
Чăваш тĕрриллĕ, чипер тумлă арсемпе каччăсем, шÿлкеме-тенкĕ çакнă арăмсемпе хĕрсем вăйă картинче танлă утса-юрласа «Уява» сăн кĕртрĕç, илем те кÿчĕç. Ян-ян янăракан уяв юррисем тавралăхра анлă сарăлса чĕрере ырă кăмăл çĕклерĕç.
«Уяв» кĕрнекĕ – «Чăваш паттăрĕ» кĕрешÿ пулчĕ. Маттур та хастар каччăсем пиçихирен тытса кĕрешрĕç. Пурне те çĕнтернĕ йĕкĕт «Чăваш паттăрĕ» пулчĕ – ăна така парса чысларĕç.
Чăвашсене тутар çĕрĕ çинче пуçтарнă «Уяв» кăмăла кайрĕ. Эпир вара, Шупашкартан килнĕ вĕренÿ комитечĕн пайташĕсем Юлия Анисимовăпа Геронтий Никифоров, Нурлатра иртнĕ «Уявран» лайăх кăмăлпа таврăнтăмăр, тăван халăхăн ырă йăли-йĕркипе мешехин тымарĕ çирĕп пулнине палăртрăмăр, килес çулта кунта килме тĕв турăмăр.

Геронтий НИКИФОРОВ.
Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçи.