Крымра палăк уçассине сÿтсе явнă

Чăваш наци конгресĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Валерий Клементьев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Крыма хÿтĕлесе пуçĕсене хунă чăваш салтакĕсене асăнса палăк лартасси пирки ĕçлĕ калаçусем ирттерме Севастополь хулине çитсе килчĕ. 
Утă уйăхĕн 24 - 25-мĕшĕсенче Валерий Леонидович палăка лартас, унти вырăна хăтлăлатас тĕлĕшпе Севастополь хулин Саккунсем кăларакан Пухăвĕн председателĕпе Екатерина Алтанбаевапа, Севастополь хулин вице-кĕпĕрнаттăрĕпе Андрей Шишкинпа, Крым Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе, пирĕн ентешпе Петр Зайцевпа тĕл пулнă. 
Ĕçлĕ калаçусене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Крым Республикинчи тата Севастополь хулинчи суту-илÿпе экономика представителĕ, унти чăвашсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Андрей Яковлев та хутшăннă. 
Крымри ĕçлĕ çынсем «Хурланакан амăшĕ» палăка илсе килсе вырнаçтарас тата ку вырăна хăтлăлатас тĕлĕшпе хăйсем енчен пулăшма шантарнă. 
Пирĕн ентеш, Çĕмĕрле районĕнчи Вырăс Улхаш ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Крым Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ тата «Крымгазстрой» пĕрлешÿн правленийĕн председателĕ Петр Дмитриевич Зайцев уйрăмах ку тĕлĕшпе хăй енчен мĕн килнине тума тăрăшасса пĕлтернĕ. 

ЧНК пресс-служби