• Çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче, шăматкун ЧНК президенчĕ Николай Угаслов Чĕмпĕрти Акатуя хутшăнчĕ

Çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче, шăматкун ЧНК президенчĕ Николай Угаслов Чĕмпĕрти Акатуя хутшăнчĕ

Ульяновск облаçĕнчи чăваш наципе культура автономийĕ йĕркеленĕ уява Раççей ытти регионĕсенчен, Чăваш Енрен чылай йăхташ килме кăмăл тунă. Чăвашсем кăна мар, ытти халăх та кунти ентешсен чи паллă уявĕнче савăнма юратаççĕ.

Кăçал уява пуянрах тума Елчĕкпе Шăмăршă районĕсен администрацийĕсем пулăшрĕç. Вĕсем тĕрлĕ куравсем, чи лайăх фольклор ушкăнĕсем илсе килчĕç. Уяв программи маларахах пуçланчĕ пулсан та, ăна савăнăçлă лару-тăрура облаç кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов Яппун посолĕпе Тоёхис Кодзукипе килсе çитсен çеç уçрĕç. Хаклă хăнасене кĕтсе илсе çăкăр-тăварпа, чăваш сăрипе сăйларĕç. Пирĕн пикесем чăваш ташшине чĕнсен вара яппунсен сумлă представителĕ хаваспах ташă картине тăчĕ. Хăй чăвашсем çинчен пĕлнине, вĕсен чи илемлĕ уявĕнче пулма май килнишĕн савăннине пытармарĕ Тоёхис Кодзуки. - Эпĕ аякран килнĕ посола пирĕн нацисен историпе, культурипе кăсăкланнăшăн тав тăватăп. Тӑван культурӑпа йăла-йĕркене малалла аталантарассишĕн тăрăшакан Чăваш наци конгресĕн президентне Николай Федорович Угаслова, автономи ертÿçине Олег Мустаева чĕререн тав сăмахĕ калатăп. Акатуй - питĕ анлă пĕлтерĕшлĕ уяв. Вăл халăхсен хушшинчи туслăха, ăнлануллăха çирĕплетме пулăшать,- терĕ Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр.

Чĕмпĕр тăрăхĕнчи ытти халăх хушшинче пирĕн ентешсем чăваш ятне чыслăн тытса пыраççĕ. Сергей Иванович Морозов ку тăрăхри пирĕн тĕрлĕ енлĕ пултаруллă ентешсенчен чи чи хастаррисене Хисеп хучĕсемпе чысларĕ.

Чăваш наци конгресĕн президентне Николай Угаслова чĕмпĕрсем ялан хисеплесе кĕтсе илеççĕ. Вăл çуралса ÿснĕ юнашарти Тутар Республикин Çĕпрел районĕнчен те Акатуя чăвашсем нумайăн килнĕ . - Халăхсен наци пуянлăхĕ –Раççей пуянлăхĕ. Пирĕн ăнăçлă та тăнăçлă пурнăç никĕсĕ - эпир ытти халăхсемпе туслăн пĕрле ĕçлесе пурăннинче. Сывă пултăр чăваш халăхĕ, сывă пулччăр пĕтĕм Раççей халăхĕсем!,- терĕ ЧНК президенчĕ Акатуя пуçтарăннисене уявпа саламланă май. Чи пултаруллисем унтан та Хисеп хучĕсене тивĕçрĕç.

Акатуй уявлакан пысăк лаптăкра тăршшĕпе куç алчăраса каймалла чăваш «картишĕсем». Вĕсене Чăваш Енри Елчĕкпе Шăмăршă, Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăваш районĕсем йĕркеленĕ. Мĕн кăна çук кунта: чăваш апат-çимĕçĕ, тĕрри-çĕвви, ĕлĕк хуçалăхра усă курнă хатĕрсем. Кашни «картиш» умĕнче сумлă хăнасене: кĕпĕрнаттăра, Яппун посолне, ЧНК президентне тата ыттисене те фольклор коллективĕсем кĕтсе илсе хăйсем патне хăнана йыхравларĕç. Хисеплĕ хăнасене чăваш шăрттанне, чăкăтне, хуплуне ас тивме сĕнчĕç.

Акатуйра тĕрлĕ куравсем ĕçлерĕç. Ал-ĕç ăстисемпе тĕрлĕ организацисем хăйсен чăваш сувенирĕсемпе ĕçĕсене сутрĕç. Чăваш Енрен кунта «Паха тĕрĕ» фирма, Зинаида Воронова ертсе пынипе ЧНК çумĕнчи ал - ĕç ăстисем килнĕ. Уяври тĕрлĕ лаптăкра Чăваш енри Елчĕкпе Шăмăршă районĕсен, Чĕмпĕр тăрăхĕнчи районсенчен килнĕ фольклор коллективĕсем, Чăваш Енри «Асамат» эстрада ушкăнĕ хăйсен çепĕç юррисемпе, хастар ташшисемпе халăха савăнтарчĕç.

Чăваш уявĕ кĕрешÿсĕр, юланутсемпе ăмăртмасăр, витрепе шыв йăтса чупмасăр мĕнле иртĕ. Чĕмпĕр тăрăхĕсем те ку вăйăсене илемлĕ йĕркелерĕç.

Елчĕк районĕнчи Тÿскел ялĕнчи «Шуçăм» ансамбль юрăçипе Елена Разумовăпа калаçатăп:

- Килте хуçалăх пысăк, ĕçĕ нумай пулсан та, эпĕ «Шуçăм» ансамбльпе пĕрле хаваслансах килтĕм. Кунта туслăх, тăванлăх, хаваслăх тата илем хуçаланать. Тавтапуçах йĕркелекенсене. Эпир пĕрремĕш уява кунта ирттертĕмĕр. Малалла ушкăнпа Патăрьелĕнчи, Тутарстанри Пăвари Акатуйсене çитесшĕн. Тепĕр эрнере хамăр патĕнче ирттересшĕн.

Чĕмпĕр тăрăхĕнчи Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Улхаш ялĕнчи Татяна Серебрякова:

- Юлашки вăхăтра кунти чăваш халăхĕ хамăр тумсене юратса тăхăнма пуçларĕ. Уява, сцена çине кăна мар, хăнана та чăваш тумĕпе капăрланса каяҫҫĕ. Çавна шута илсе эпир хамăр ялта чăваш тумĕсем ăсталакан цех уçрăмăр. Кунти уявра та эпир çĕленĕ тумлă коллективсене куртăм.

Чĕмпĕр тăрăхĕнчи Чăнлă районĕн Сладки ялĕн хастарĕ Елена Лянькина:

- Чĕмпĕр "патши" Сергей Морозов вырăс пулсан та, чăвашлăхшăн тăрăшать. Кунти чăвашсен ертÿçине Олег Мустаева пысăк тав! Халĕ эпир кунта чăн чăвашла пурăнатпăр, вырăс ачисене те чăвашла юрлаттаратпăр. Чăваш наци конгресĕпе виçĕм çул Крымри Акатуя çитсе килнĕччĕ. Кăçал та унта кайса «Хÿхлекен амăшĕ» палăка лартнă çĕре хутшăнасшăн.

Зоя Яковлева, ЧНК пресс-службин ертÿçи.

(Фоторепортажра авторăн сăнÿкерчĕкĕсем)