Çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕ - Тăван çĕршыва сума сăвакансен уявĕ!

  Шупашкарта кăçалхипе иккĕмĕш хут Раççей халăхĕсен туслăхĕн парачĕ иртрĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – çĕршыври пĕтĕм халăха пĕрлештересси, вĕсем пĕр шухăшлă та туслă пулнине пĕтĕм тĕнчене кăтартасси-ĕнентересси. Хăйсен наци тумĕсене тăхăннă тĕрлĕ халăх çыннисем транспарантсем йăтса Республика тÿремĕнчен пуçласа Хĕрлĕ тÿреме çити утрĕç. Унтан тĕрлĕ нацин пултарулăх ушкăнĕсем ятарлă лапамсенче хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Чăваш, вырăс, тутар, узбек, азербаджан тата ытти халăхăн ташши-юррипе киленме май пулчĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ ялавсем, куçа илĕртекен тумсем, чуна çĕклентерекен юрă-ташă… Чăваш наци конгресĕн пайташĕсем пĕлтĕрхи пекех çак хăватлă уява хастар хутшăнчĕç. Конгресс Ĕçтовкомĕ, чылай хастар çак вăхăтра пăрлă океан хĕррине кăшт çеç çитмесĕр Нефтеюганскри пĕтĕм чăвашсен Акатуйне илем кÿчĕ пулсан та, ЧНК пайташĕсем çирĕм çынна яхăн ытти халăх ывăл-хĕрĕпе парада тăчĕ, чи малти ретре пычĕ. Культура комитечĕ йĕркеленипе конгресăн ытти комитетсен пайташĕсем те çак саванăçлă уява хутшăнчĕç. Парад хыççăн мероприятисем Хĕрлĕ тÿремре малалла тăсăлчĕç. Вĕсене курма килнисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. Вăл çак праçник пирĕн патшалăхăн тĕп уявĕ пулнине палăртрĕ. “Ку уяв нумай нациллĕ аслă Раççей çыннисене пĕрлештерет”, - терĕ. Çамрăк ăрăва Тăван çĕршывăн чăн-чăн патриочĕсем пулса çитĕнччĕр тесе тивĕçлĕ воспитани памаллине аса илтерчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ 14 çул тултарнă темиçе çамрăка паспорт пачĕ. Савăнăçлă та хумхануллă çак самант тĕп документа регион Пуçлăхĕн аллинчен илнĕ шкул ачисен асĕнчен нихăçан та тухмĕ.

Зоя Яковлева ("Хыпар" хаçат сайтĕнчи статьяна усă курнă),Роза Степанова сăнÿкерчĕкĕсем.