• Халăхсем пултарулăхĕн «Талантов перезвон» республикăри иккĕмĕш фестиваль-конкурс иртрĕ

Халăхсем пултарулăхĕн «Талантов перезвон» республикăри иккĕмĕш фестиваль-конкурс иртрĕ

 

Чăваш наци библиотекинчи «Мерчен» юрă-кĕвĕ тĕпелĕнче халăхсем пултарулăхĕн «Талантов перезвон» республикăри иккĕмĕш фестиваль-конкурс иртрĕ. Ку проекта Чăваш наци библиотеки пулăшнипе Xăваш наци конгресĕ, Шупашкарти 2-мĕш искусство шкулĕ тата хула администрацийĕн культура тата туризм пайĕсем, чăваш наци конгресĕ йĕркелесе янă. Ача-пăча форумне Аслă Патриархăмăр Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă.

Фестивалĕн тĕп тĕллевĕсем- халăхсен йăли-йеркине сыхласа хăварасси тата малалла аталантарасси, ăс-хакăла ÿстересси, пĕлĕве аталантарасси. Конкурса хутшăнакансене чи малтанах Шупашкарти ачасен 2-мĕш искусство шкулĕн директорĕ Марина Крыжайкина, Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн председателĕ, Наци библиотекин тĕп специалисчĕ Вера Архипова тата жюри председателĕ, Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн пайташĕ Алиса Лукина ăшшăн саламларĕç.

Вĕсем çак фестиваль пултарулăх çыхăнăвĕсене йĕркелеме, туслăха çирĕплетме, çĕнĕ ятсем уçма, пултаруллă çамрăксене тупса палăртма, интереслĕ те çутă шухăш-ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме пулăшнине палăртрĕç.

Фестиваль программи анлă та тĕрлĕ енлĕ пулчĕ. Конкурсантсем тĕрлĕ номинацисенче палăрма тăрăшрĕç, юрлассипе,ташлассипе,ÿнер тата ал-ĕç ăсталăхĕпе тĕлĕнтерчĕç.Фестивале 300 вĕренекен хуштăнчĕ. «Мерчен» юрă-кĕвĕ тĕпелĕ ал-ĕç куравне хатĕрлерĕ, сцена çинчен вара халăх юррисем янăрарĕç.

Чăваш Енре тĕрлĕ халăх çынни пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнать. Уявра вырăс,украин, чăваш юрри-кĕвви фортепиано, гитара, домбре, синтезатор, баян,аккордеон урлă çынсен чĕрине хумхатрĕ.Ача-пăча фольклор ушкăнĕсем, ташă коллективĕсем, инструменталлă ансамбльсем, оркестр пултарулăхĕпе тыткăнларĕç.

Куракансем уява хутшăннă юрăçсене тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç, пуриншĕн те хумханчĕç.Конкурс вĕçленсен жюри предстедателĕ Алиса Лукина тата Марина Крыжайкина малти вырăнсене тухнă çĕнтерÿçĕсене хисеп хучĕсемпе чысларĕç. Фестиваль кашни çын чĕринче тарăн йĕр хăварасса шансах тăратпăр.

Ирина Лампасова,
ЧНК культура комитечӗн пайташӗ