«Казахфильм» чăвашсем çинчен фильм ÿкерет

Çу уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕччен Шупашкарта «Казахфильм» пултарулăх ушкăнĕ «Чăвашсем. Казахстан ман иккĕмĕш тăван çĕршыв» ятлă документла фильм валли кадрсем ÿкереççĕ. 
Казахстан çĕршывĕнчен килнĕ киностуди ĕçченĕсем фильмра чăваш халăх историне, йăли – йĕркине, пуян культурине тĕплĕнрех кăтартса парас тĕллевпе ĕçлеççĕ. Вĕсем «Ясна» этноэкологи комплексĕнче фольклор ушкăнĕсемпе чылай кадрсем ÿкернĕ. Малалла Чăваш наци музейĕнче, тĕрĕ музейĕнче, «Амазони» этнокомплексра, «Сувар» этнопаркра киноÿкерÿсем тумалла. 
Казахстан çĕршывĕнчи Павлодар хулинчи чăваш наципе культура автономийĕн ертÿçи Елена Софронова пĕлтернĕ тăрăх, пултаруллăх ушкăнĕ Чăваш Енрен Павлодар хулине çитмелле.Унта пирĕн ентешсем мĕнле пурăнни çинчен документла фильмра уçса памалла. 

Зоя Яковлева, ЧНК пресс-службин ертÿçи. 
(сăнÿкерчĕксене Чăваш Енри туризмпа информаци центрĕ ÿкернĕ)