• «Урам вăййисенче» Хĕрлĕ Чутай районĕнчи ача пахчисен шăпăрланĕсем чăвашлăха юратма вĕренеççĕ

«Урам вăййисенче» Хĕрлĕ Чутай районĕнчи ача пахчисен шăпăрланĕсем чăвашлăха юратма вĕренеççĕ

Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун.

Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем ку паллă куна Хĕрлĕ Чутай уйрăмĕнче ирттерчĕç. Конгресăн пĕрремĕш вице-президенчĕ Валерий Клементьев ертсе пынипе «Чăваш хĕрарăмĕ» комитетăн, çамрăксен «Хастар» ушкăнĕн пайташĕсем Чутайсен шкул çулне çитмен ачасем валли йĕркеленĕ «Урам вăййисем» фольклор фестивальне хутшăнчĕç. Мероприятие йĕркелессине Чăваш наци конгресĕн Хĕрлĕ Чутайри уйрăмĕ тата конгресăн «Чăваш хĕрарăмĕ» комитечĕ малтанах палăртса хунă.

Фестиваль тĕп тĕллевĕ – чăваш культурине, йăли–йĕркине, чĕлхине аталантарас ĕçе шкул çулне çитмен ачасенченех пуçласси.

Конгресăн ку районти уйрăмĕн ертÿçи Юлия Мареева, ăна пулăшса пыракан пайташсем тăрăшнипе фестивале тĕплĕн хатĕрленнĕ.

Уява Хĕрлĕ Чутай районĕн пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн ертÿçи Александр Башкиров тата Чăваш наци конгресĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Валерий Клементьев уçрĕç.

 Пурне те вĕсем  çулла пуçлакан чи паллă уявпа – Ачасене хÿтĕлемелли кунпа саламларĕç, ашшĕ-амăшĕсене, ачасене тăнăçлăх, юрату, ăнăçу сунчĕç.

Уяв программине пуçласа районти ача пахчисене çÿрекен шăпăрлансем ушкăнăн-ушкăнăн тухса чăваш халăх вăййисене, юрри-ташшине, йăли-йĕркине кăтартса пачĕç.

Жюри председателĕ Валерий Клементьев, пайташĕсем – Юлия Мареева, Лидия Филиппова ачасен пултарулăхне пиллĕк номинаципе хакларĕç.

Пĕчĕккĕ пулсан та, шăпăрлансем хăйсене сцена çинче хăюллă тытни, пултаруллă пулни, чăвашла таса калаçни куракансене, уйрăмах конгресс хастарĕсене савăнтарчĕ, хавхалантарчĕ.

Тÿресем баллсем шутланă вăхăтра Хĕрлĕ Чутай халăхне ЧНК хастарĕсем Роза Степанова тата Людмила Засыпкина юрăçсем чĕрĕ сасăпа юрă шăрантарса савăнтарчĕç.

Баллсене пĕтĕмлетсен, чи лайăх фольклор ушкăнĕ ята - «Пилеш», иккĕмĕш вырăна - «Пучах», виççĕмĕшне вара «Хĕвел» ача сачĕсем çĕнсе илчĕç.

Уяв кунĕ пĕр ача та парнесĕр юлмарĕ, фестивале хутшăннă кашни шăпăрлана аслисем-спонсорсем парне парса хавхалантарчĕç.

ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева.

(сăнÿкерчĕксем авторăн).