Çĕртме (июнь) уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн Мăн Канашĕн ларăвĕ пухăнать.

 Ăна Уставпа килĕшÿллĕн çулталăкра пĕрре ирттереççĕ. ЧНК 2017-мĕш çулхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче ирттернĕ Х Аслă Пухура Мăн Канаша пурĕ 105 хастар суйланнă. Вĕсен шутĕнче регионсенчи чăваш наципе культура автономийĕсен, ЧНК районсен уйрăмĕсен ертÿçисем, республикăри Ентешлĕхсен председателĕсем тата уйрăм хастарсем.
Хальхи вăхăтра пурне те йыхравсем ярса панă. Çак кунсенче конгресс ĕç тăвакан комитечĕ Мăн Канашра мĕнлерех ыйтусем пăхса тухассипе ĕçлеме пуçларĕ. Енчен те сĕнÿсем пулсан, congress21@mail.ru адреспа ярса пама май пур.
Пурне те Мăн Канаша тĕплĕн хатĕрленме ыйтатпăр.
Чăваш наци конгресĕн Мăн Канашĕн ларăвĕ çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче, 10.00 сехетре Чăваш наци библиотекинче пуçланать.
 
ЧНК президиумĕ.
Сăнÿкерчĕре 2017-мĕш çулта иртнĕ Мăн Канаш ларăвĕ.