Етĕрне тăрăхĕнче чăваш çамрăкĕсен форумĕ иртмелле

Кун пирки çу уйăхĕн 30-мĕшĕнче ЧНК çумĕнчи çамрăксен «Хастар» ушкăнĕ çавра сĕтел ирттерсе сÿтсе яврĕ. 
Форума Чăваш Ен çамрăкĕсемсĕр пуçне çĕршывăн ытти тăрăхĕсенче пурăнакан чăваш яш-кĕрĕмĕ хутшăнĕ. 
ЧНК президенчĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Клементьев çамрăксене мĕн кăсăклантарни, форум программине еплерех тăвассипе интересленчĕ. 
Конгресс çумĕнчи «Хастар» ушкăнри çамрăксем чăваш историйĕ, йăли-йĕрки, чĕлхипе çыхăннă мастăр-классем йĕркелеме сĕнчĕç. Унсăр пуçне çутçанталăка сыхласси, грант проекчĕсем çырасси тата ытти енĕпе те вĕренÿ урокĕсем тумаллине каларĕç. 
Форума Чăваш Енри чи маттур ÿнер, культура, наука тата ытти тĕрлĕ енлĕ специалистсене хăнана чĕнесси пирки те сÿтсе яврĕç. 
Паллах, усăллă вĕренÿсĕр пуçне кану программи те анлă пулмалла: экскурсисем, чăвашла флешмобсем, концер программисем тата ытти те. 
Чăваш чунлă хĕрупраçсемпе каччăсемшĕн яваплă мероприятине çĕртме уйăхĕн 24-26-мĕшĕсенче Етĕрне тăрăхĕнчи илемлĕ вырăнта ирттересшĕн. 
Çитес вăхăтра «Хастар» ушкăн форум кун йĕркине çирĕплетессипе тепĕр лару йĕркелеме палăртрĕ. 

ЧНК пресс-служби.