Хаçатăн çĕнĕ номерĕ пичетрен тухрĕ

 Конгресăн "Чăваш тĕнчи" хаçачĕн çу (май) уйăхĕнчи номерĕ пичетрен тухрĕ. Хаçата алла илсен Валентина Багадеровăн Крымра палăк лартасси çинчен хатĕрленĕ "Пархатарлă ĕç - ĕмĕрлĕх", Зоя Яковлевăн ЧНК хастарĕсем Тюмень тăрăхне кайса килни çинчен, Михаил Красновăн Акатуй йăли-йĕрки çинчен çырса пани, Геронтий Никифоровăн - Иван Андреев профессора аса илни тата ытти статьясене вулама пулать.

Аса илтеретĕп, "Чăваш тĕнчи" Чăваш Республикин цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе тухса тăрать. "Хыпар" издательство çурчĕн ĕçченĕсем тата ЧНК хастарĕсем тăрăшнипе хаçат тулли содержаниллĕ, вăхăт ыйтнă пек пичетленет.

Электронлă версине пирĕн çĕнĕ сайтра вулама тата уçласа илме май пур: http://chnk.ru/ Чылайăшĕн хаçата конгресс çуртне килсе илесси йăлана кĕнĕ. Ăна тÿлевсĕрех паратпăр.

 

ЧНК пресс-служби.