• Чăваш наци конгресĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет пайташĕсем «Нина Григорьева вылякан рольсенчи хĕрарăмсен шăписем» ятлă курав уçнă çĕре хутшăнчĕç

Чăваш наци конгресĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет пайташĕсем «Нина Григорьева вылякан рольсенчи хĕрарăмсен шăписем» ятлă курав уçнă çĕре хутшăнчĕç

Курав Шупашкарти Çĕçпĕл Мишши музейĕнче, чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче, савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ.

Çитес кунсенче РСФСР халăх артисчĕ, К.В. Иванов ячĕллĕ чăваш академи драма театрĕн артисчĕ Нина Ильинична Григорьева 80 çул тултарать. Вăл Çеçпĕл премине илнĕ чи пĕрремĕш хĕрарăм.

Курава уçма ЧНК «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет председателĕ Юлия Мареева, Раиса Сарпи, Светлана Асамат, Наталия Николаева, Роза Деменцова комитет пайташĕсем, культура анинче тăрăшакансем, хаçат-журнал, радиопа телевидени ĕçченĕсем килчĕç. Пурте вĕсем артисткăн пултарулăхне юратаççĕ, хăйне те чунтан хисеплеççĕ.

Çеçпĕл Мишши музей директорĕ, ЧНК «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет пайташĕ Антонина Андреева курава епле йĕркелени, Нина Григорьева вылянă рольсем, артистка шăпи, çынлăхĕ çинчен питĕ кăсăклă каласа пачĕ.

Галина Матвеева журналист, Раиса Сарпи, Светлана Асамат, Нина Пăрчăкан поэтсем Нина Ильинична артистка шăпи, пултарулăхĕ çинчен чылай аса илсе каласа пачĕç, ун валли ятарласа çырнă сăввисене вуларĕç. «Джульетта, Селиме, Ахмур, Илем, Айгюль, Нарспи те Пинерпи, Асель, Альтук, Тарье, Санюк - Кашни сăнарӗ пукане пек чиперук. Ытти хӗрарăм, кинеми сăнарӗсем Нина сăн-сăпатне çутатнисем, чипер ятне-сумне, ӗçне-хӗлне чыспа мухтав шайне хăпартнисем»,- çапла сăвă çырăннă Светлана Асаматăн.

  Шел, паллă артистка шăп курав уçнă çĕре çитеймерĕ, анчах та хăй çинчен çапла ăшă сăмахсене илтме ăна питех те кăмăллă пулнă пулĕччĕ.

ЧНК «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет ертÿçи Юлия Мареева ачалăхра Нина Григорьева ăсталăхне юратнипе хăй те артист пуласшăн пулнине, унăн ролĕсем чăн чăн чăваш хĕрарăмĕн шăпине уçса паракан рольсем пулнине каларĕ.  

Нумай çул Çеçпĕл Мишши эткерлĕхне тĕнчипе сарас енĕпе ĕçленĕшĕн тата конгресс ĕçне хастар хутшăннăшăн ЧНК президенчĕн Николай Угасловăн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн Çеçпĕл Мишши музейĕн директорне Антонина Андреевăна ЧНК Хисеп Хучĕпе чысларĕç. Хисеп Хутне Юлия Мареева пачĕ.

 «Нина Григорьева вылякан ролсенчи хĕрарăмсен шăписем» курава уçма килнисем экспонатсемпе кăсăкланса паллашрĕç.

 

Зоя Яковлева, ЧНК пресс-службин ертÿçи. (авторăн сăнÿкерчĕкĕсем)