Чăваш наци конгресĕн президиумĕн уçă ларăвĕ иртрĕ

Хальхинче ăна ЧНК ĕç тăвакан комитечĕ Чăваш Патшалăх Канашĕн комитетсен лару залĕнче ирттерме шутларĕ. Чăваш Республикин Аслă Канашне туса хунăранпа 80 çул çитрĕ. Чăваш наци конгресĕ те 1992-мĕш çулта Аслă Канаш депутачĕсем тăрăшнипе çуралнă темелле.

Президиумăн кун йĕркинче çавна май И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕн И.В. Муравьевăн çак историллĕ пулăмсем çинчен кĕскен каласа пани пулчĕ.

ЧНК президиумĕн пайташĕсене Чăваш Патшалăх Канашĕн ертÿçин çумĕ Вячеслав Рафинов саламларĕ, пĕрле çапла туслăн ĕçлеме сунчĕ.

Ларăва яланхиллех ЧНК президенчĕ Николай Угаслов ертсе пычĕ.

Иккĕмĕш ыйту – «Раççей чăваш пики - 2018» регионсем хушшинче иртекен VIII фестиваль – конкурсăн хатĕрленÿ тапхăрĕ çинчен пулчĕ. Ку ыйтăва конгресăн вице-президенчĕ, конкурс йĕркелÿ комитечĕн ертÿçи Валерий Клементьев уçăмлатрĕ. Вăл каласа панă тăрăх, йĕркелÿ комитечĕ ку тĕлĕшпе анлă ĕçлет. Конкурс йĕркине регионсене тахçанах ярса панă. Халĕ хĕр-пикесенчен заявленисем кĕтеççĕ. Валерий Клементьев калаçнине тĕпе хурса президиум çапла йышăнчĕ: «Раççей чăваш пики - 2018» регионсем хушшинче иртекен VIII фестиваль –конкурса Чăваш Ен тулашĕнчи  йăхташсене, студентсемпе вĕренекенсене анлăрах хутшăнтарас, йĕркелÿ ĕçĕсене вăхăтра туса ирттерес, фестиваль-конкурс çинчен хаçат-журналта, радио-телевиденинче лайăх çутастас.

Иккĕмĕш ыйту çине куçса Николай Угаслов президент Чăваш Енри тĕрлĕ организацисемпе туслă, ăнланса ĕçлессине ÿстересси пирки каларĕ. Çавна май ЧНК ĕç тăвакан комитечĕ Чăваш наци библиотекипе, наци музейĕпе, «Советская Чувашия» хаçатпа, Чăваш патшалăх культурăпа ÿнер институчĕпе тата Чăваш наци телерадиокомпанийĕпе килĕшÿ проектне хатĕрленĕ.

 Президиум килĕшÿ тума шутланă организацисемпе учрежденисен ертÿçисемпе документ текстне хатĕрлесе çитерсе официаллă йĕркепе алă пусмалли куна палăртасси çинчен йышăну турĕ.

Чăваш наци конгресĕн президиум ларăвĕнче конгресăн регламент проектне тума йышăнчĕç. Ун валли ятарлă ĕç комиссийĕ çирĕплетрĕç.

ЧНК ĕç тăвакан комитечĕ президиумра малашне комитетсен ертÿçисен отчетне итлессине йăлана кĕртес шутлă. Хальхинче культура комитечĕн председателĕн Вера Архипован 2018 çулхи кăрлач-юпа уйăхĕсенче тунă ĕçсем çинчен каласа паракан анлă докладне итлерĕç.

Вера Севастьяновна культура ĕçне чунтан парăннă çын. Комитета юлашки вăхăтра вăл тăрăшнипе хастарсем нумай хутшăнчĕç. Культура комитечĕн чăнах та ĕçĕ питĕ нумай. «Халăхĕсен наци пуянлăхĕ – Раççей пуянлăхĕ» проектпа грант çĕнсе илни уйрăмах ку комитет çине ĕç нумай тиерĕ.

Регионсене тухса çÿресси, ăсталăх класĕсем, концертсем тата ыттине те йĕркелесси культура комитетне тÿррĕн пырса тивет.

Президиум пайташĕсем доклада итлесе, видеокурав пăхса ĕçе культура комитечĕ  чăнах та анлă йĕркеленине тепĕр хут ĕненчĕç, Вера Архипова докладне ырласа йышăнчĕç. Николай Угаслов президент культура комитет пуçлăхне Вера Архиповăна хастарлăхшăн тав сăмахĕ каларĕ.

Малалла ЧНК президиумĕ тĕрлĕ ыйтусем çине куçрĕ.

В.Г.Тяпкин вице-президент Шупашкарти тата ытти çĕрти эрех завочĕсен спиртлă шĕвекĕсен тавар ячĕ çинчен сăмах хускатрĕ. Халăх юратакан Нарспи, Сетнер тата ытти литература сăнарĕсене спиртлă шĕвексен ятне пама усă курни килĕшÿсĕррине каларĕ. Кун пирки чылай чăваш ÿпкелешнине пĕлтерчĕ. Президиум пайташĕсем çак ыйтупа эрех кăларакан завод администрацисене çырупа тухма килĕшсе татăлчĕç.

Президиум ларăвĕнчи савăнăçлă самантсем те, хурланмаллисем те пулчĕç.

Геронтий Никифоров ЧНК ĕçĕнче паллă йĕр хăварнă Валентин Абрамовăн çутă ятне тăрса асăнма йытрĕ. Пурăннă пулсан вăл 60 çул тултармаллаччĕ…

Николай Угаслов президент Атнер Петрович Хусанкая президиум ячĕпе тепĕр хут 70 çулхи юбилейпа ăшшăн саламларĕ. Пурте ăна çирĕп сывлăх, ăнăçу сунчĕç.  Атнер Петрович хăй енчен ЧНК хастарĕсене малалла та наци сывлăшне туйса, малтанхи тапрану саманчĕсене шута илсе ĕçлесе пыма сунчĕ.

 

ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева.

(авторăн сăнÿкерчĕкĕсем)