"Чăваш тĕнчи" кун çути курчĕ


Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе тата "Хыпар" Издательство çурчĕн ĕçченĕсем тимленипе кăларакан "Чăваш тĕнчи" хаçатăн çĕнĕ номерĕ пичетрен тухрĕ. 
ЧНК хаçачĕн чÿк уйăхĕн номерĕнче: Питĕр, Тюмень, Иркутск тата ытти регионсенчи чăваш пĕрлĕхĕсен хыпарĕсем, Валентин Абрамов çинчен аса илÿ, Геннадий Волков академик эткерлĕхĕ тата ытти кăсăклă статьясем пичетленнĕ. 
"Чăваш тĕнчи" хаçата ЧНК çуртне тÿлевсерех килсе илме е электронлă версипе пирĕн сайтра паллашма пулать. 

ЧНК пресс-служби.