ЧНК хастарĕсем Тĕменти уявсене хутшăнчĕç

Чÿк уйăхĕн 16-17-мĕшĕсенче Тюмень хулинче регионсен хушшинчи ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ.

Ăна Тюмень облаçĕнчи чăвашсен "Тăван" обществăлла организацийĕн пуçарăвĕпе тата асăннă облаçăн правительстви пулăшнипе йĕркеленĕ. "Бичурин вулавĕсене" чăвашсен историйĕпе культурине тата тĕнне тĕпчессине халалланă. Никита Бичурин-паллă ăсчах, Раççей синологи ăслăлăхĕсене пуçараканĕ, наукăсен Раççей академийĕн член-корреспонденчĕ, Китай чĕлхиллĕ тăлмачсене хатĕрлекен çĕршыври пĕрремĕш вĕрентÿ учрежденине уçаканĕ.

Никита Бичурин ячĕ-сумĕпе вăл пурнăçланă ĕçсен анлăшĕ ăсчахсемпе шкул ачисемшĕн, вĕрентекенсемшĕн çулран çул кăсăклăрах пулса пырать.

Конференцие кăçал та хăнасем йышлă пухăнчĕç. Çак мероприятие Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи халăх ăстисен ассоциацийĕн ертÿçи - Зинаида Воронова, культура комитечĕн пайташĕ - Ирина Лампасова, Халăхсен туслăх çурчĕн директорĕ-Алексей Иванов инçе çула кĕскетсе конференцие хутшăнма кăмăл турĕç. Зинаида Ивановна Тюмень тăрăхĕнче пурăнакан чăвашсене хăйĕн ылтăн коллекцийĕпе, чăваш çи-пуçĕпе паллаштарчĕ. Залра ларакан халăх çак илеме курса тĕлĕнчĕ, чăвашсен çи-пуçĕ,чăннипех те, паха пулнине тепĕр хут ăнланчĕ.

«Бичурин вулавĕсем» хыççăнах «Чăваш пики» конкурс пуçланчĕ. Уява Ирина Лампасовапа Алексей Иванов ертсе пычĕç. Тюмень тăрăхĕнчи чи пултаруллă пике ята Омутински районĕнчи Зимовье-Вагай ялĕнчи Екатерина Степанова тивĕçрĕ. Вăл чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче Шупашкарта иртекен «Раççей чăваш пики-2018» конкурса хутшăнĕ.

 

Ирина Лампасова, культура комитечĕн пайташĕ.