Ираида Вдовина ячĕллĕ конкурса йыхравлатпăр!

Шăматкун, раштавăн 1-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕ Шупашкарти Халăхсен Туслăхĕн çуртĕнче Ираида Вдовина ячĕллĕ «Юрă – чун уççи» чăваш халăх юррисен регионсен шайĕнчи конкурс-ăмăртăвне йĕркелет. Чăваш Ен тĕрлĕ районĕсенчи, Раççей тĕрлĕ регионĕсенчи юрă ăстисене ЧНК культура комитечĕн хастарĕсем ирхине 8.30 сехетре Халăхсен Туслăх çуртĕнче (Хусанкай урамĕ, 20-мĕш çурт) кĕтеççĕ(маларах заявка памалла). Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе парнесем парса хавхалантараççĕ. Гала-концер 17.00 сехетре пуçланать.

Пурне те хапăл туса кĕтетпĕр! Ыйтса пĕлме: 8-903-066-23-06 (Арсентьева Наталия Витальевна), congress21@mail.ru е natvita@yandex.ru.

ЧНК культура комитечĕ.