КĔÇĔН КĔМĔЛ УНКĂРИ ÇУЛ ÇŸРЕВ

Кану кунĕсенче Йĕпреç районĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем Муркаш районĕнчи кĕçĕн кĕмĕл ункинче çул çÿревре пулчĕç. Çул çÿрев программи питĕ пуян та тухăçлă пулчĕ. Йĕпреçсем малтан культурăпа этнографи музейне çитсе курчĕç. Кунти кашни япала чăваш халăхĕн аваллăхĕпе паянхи кун-çулне лайăх аса илтерет. Вĕрентекенсем кил таврашĕнче тата хуçалăхра усă курма хатĕрленĕ хатĕр-хĕтĕре паллашрĕç, ылтăн алăллă ăстаçăсен пултарулăхĕнчен тĕлĕнчĕç. Вĕрентекенесем Ильинка вăтам шкулĕнчи Б.И. Гузовский музейĕнче те пулчĕç.

Музее ушкăнпа кайса курнинче асра юлмалли самант та пулчĕ. Чăвашлăха аталантарассинче, вĕрентÿре пысăк çитĕнÿ тунă ĕçтешсене – вĕрентÿ пайĕн методистне А. А. Игнатьевăна, Чăваш Тимеш вăтам шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенне Н.А. Евдокимовăна «Педагогика ĕçĕнчи çитĕнÿсемшĕн» тата Хурамал вăтам шкулĕн учительне Н.Н. Александровăна «Ывăнми пархатарлă тĕпчевшĕн» медальсем парса чысларĕç, малашне те тăрăшуллă ĕçлесе Чăваш çĕр-шывне чапа кăларма вăй-хал сунчĕç.

Муркаш çĕрĕ тĕлĕнмелле тата асра юлмалли темĕн чухлĕ вырăнсемпе пуян! Кунта Ильинка тăрăхĕнчи виç çĕр çитмĕл çулхи юман та çÿлелле кармашса чăвашсен кун-çулне сăнать, Атăл çыранĕ айккинчи кĕмĕл саслă шыв сикки те сывлăх сунать. Каршлăхри ар çынсен монастырĕ те хăйĕн сăваплăхĕпе хăй патне туртать.

Çул çÿреври йĕпреçсем историпе этнографи вырăнĕсенче пулса хăйсен ăс-хакăлне пуянлатрĕç, тавра курăмне чылай ÿстерчĕç. Киле каяс умĕн вĕсем республикăн туризмпа краеведени центрне çитсе авалхи чăвашсен йăх-тымарĕ çирĕп пулнине çакăнти пуян экспонатсемпе тепĕр хут çирĕплетрĕç.

Йĕпреçпе Муркаш районĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсен туслăхĕ малалла та аталанса пырасса, вĕсем ĕç опычĕпе пĕр-пĕрне паллаштарса пурăнасса шанатпăр.

Елизавета Михайлова, Людмила Клементьева, Пучинке шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем.