Сумлă кĕнекене ЧНК хастарĕ те кĕнĕ

«XXI ĕмĕрти Раççей сăнĕсем» (Лица России. XXI век) кĕнеке хаклавĕ, тĕрлĕ куравсем тата çитес çул валли ĕç планне пăхса тухасси, çапла анлă та пуян пулчĕ Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн уçă ларăвĕ.

Çавна кура хальхинче ăна Шупашкарти Туслăх çурчĕн хăтлă залĕнче ирттерчĕç.
Мероприятие ЧНК культура комитечĕн председателĕ Вера Архипова уçса ертсе пычĕ.
Лару пуçланиччен раштавăн 1-мĕшĕнче ирттерме палăртнă регионсен хушшинчи Ираида Вдовина ячĕллĕ халăх юррисен конкурсĕ валли ăсталăх класĕ иртрĕ. Ăна конкурса йĕркелекен ушкăн пайташĕ, «Телей» халăх фольклор ансамблĕн ертÿçи Наталья Арсентьева ирттерчĕ. Пухăннисем халăх юррисене тĕрĕс юрлама хăнăхрĕç.
Кунтах Шупашкарти «Нарспи» клуб ертÿçи Лидия Константинова ал-ĕç куравĕ йĕркелерĕ.
Малалла «XXI ĕмĕрти Раççей сăнĕсем» (Лица России. XXI век)кĕнеке хаклавĕ пуçланчĕ. Ку кĕнекене Раççейри еврейсен наципе культура автономийĕ РФ Президенчĕн гранчĕ пулăшнипе кăларнă. Альбом-кĕнекене çĕршыври тĕрлĕ халăхăн 40 çула çитмен чи пултаруллă, наци юхăмне хастар хутшăнакан çамрăкĕсене кĕртнĕ. Чăваш наци конгресĕн президиумĕн пайташĕ, хореограф Алиса Лукина çинчен те çак сумлă изданинче каласа панă. Ку пулăма Шупашкарти Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче иртнĕ мероприятире паллă турĕç.
Кĕнеке-альбом хаклавĕнче Шупашкарти еврейсен наципе культура пĕрлĕхĕн ертÿçи Михаил Лавин, Шупашкарти пĕрлештернĕ клуб системин директорĕ Светлана Балыбердина, «Нарспи» клуб ертÿçи Лидия Константинова,ЧНК культура, çамрăксемпе ĕçлекен комитетсен ертÿçисемпе пайташĕсем тухса калаçрĕç. Вĕсем Алиса Александровна Лукинана çак сумлă кĕнекене кĕме тивĕç пулнипе саламларĕç, малашне те хастар та хыт утăмлă пулма сунчĕç.
Пухăннисене «Нарспи» халăх ансамблĕ тата Людмила Засыпкина хăйсен юррисемпе савăнтарчĕç.
Çакнашкал хисеп тунăшăн Алиса Лукина ЧНК президентне Николай Угаслова, ытти хастарсене, хăй ĕçлекен «Нарспи» клуб ертÿçине Лидия Константиновăна тав турĕ.
Ун хыççăн культура комитечĕн пайташĕсем çитес çулхи ĕç планне мĕнле мероприятисем кĕртессине сÿтсе яврĕç.

ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева.