Тĕнчери пĕтĕм чăваш СССР халăх артистне çавра çулпа саламлать

 

Вера Кузьминична Кузьминана пĕлмен çын та çук пулĕ. Çĕр ĕçченĕ е учитель, шкул ачи е республика ертÿлĕхĕ, пурте ăна чунтан юратса хисеплеççĕ, çывăх çын пек шутлаççĕ.
Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Вера Кузьминична 70 çул ытла ĕçлекен К.В. Иванов ячĕллĕ чăваш патшалăх академи драма театрĕнче унăн 95 çулхи çавра çулне паллă турăмăр.
Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов тата вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров республикăран тата тĕнче тĕрлĕ кĕтесенчен легендарлă артиста саламлама килнисен хушшинче пулчĕç. Пурин куçĕсенче те Вера Кузьминичнăна сума суса хисеплени, ăна амăшĕ вырăнне хурса чунтан юратни сисĕнчĕ.
Раççей президенчĕ Владимир Путинран пуçласа сумлăран та сумлă артистăн ентешĕсем, Тăвай районĕсем таран ăна ачаш та ырă сăмахсемпе тав тума васкарĕç.
«71-мĕш çул сцена çинче…кун пекки тĕнчере тата пур-ши. Ырлăх-сывлăх, телей, сывлăх сире, юратнă Вера Кузьминична! 100 çулăра та çапла, çак сцена çинче саламламласса эпĕ шанатăп»,- терĕ ЧНК президенчĕ Николай Угаслов СССР халăх артисткине ыталаса тав тунă май.
Чăваш Енри театрсен коллективĕсем кăна мар, Мари, Тутарстан Республикисенченчи театрсем, Мускав, Питĕр тата ытти хуласенчи пирĕн ентешсем паллă артиста юбилейпа саламласа чечек ăшне путарчĕç.
 Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Тюменьти чăвашсен «Тăван» ассоциацйĕ «Бичурин вулавĕсем» наукăпа практика конференцийĕ ирттерчĕ. Конференци вăхăтĕнче СССР халăх артисткине - Вера Кузьминична Кузьминана 95 çулхи юбилейпа саламларĕç. Вера Кузьминична – Чăваш Ен мухтавĕ, чапĕ,чăваш культурин ахах – мерченĕ! Мухтанатпăр, савăнатпăр унпа! Чунтан саламлатпăр! Пулчĕç пирĕн ентешсен чĕререн тухакан сăмахĕсем.
Çапла, çак кунсенче мĕн пур чăваш тĕнчи пирĕн Вера Кузьминапа мăнаçланчĕ.

Зоя Яковлева, ЧНК пресс-службин ертÿçи.