Туслăх кăшăлĕ çирĕп те пуян пулни пурне те хавхалантарчĕ


 Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем Чăваш Енре тĕпленсе пурăнакан ытти халăх ывăл-хĕрĕпе пĕрле Шупашкарти Туслăх çуртĕнче Халăхсен Пĕрлĕхĕн кунне уявларĕç. Уяв тĕлĕнмелле илемлĕ те туслă иртрĕ. 
ЧНК "Чăваш хĕрарăмĕ" комитет тăрăшнипе чăваш апачĕллĕ сĕтел тулăх та теххĕмлĕ пулчĕ. Конгресăн Хĕрлĕ Чутай район уйрăмĕн хастарĕ Зинаида Чернова пурне те чăваш сăри ас тивме сĕнчĕ. 
Уява Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн пайташĕ Ирина Лампасова Владимир Тимофеев журналистпа кăмăллă ертсе пычĕç. 
Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Константин Яковлев, Чăваш Ен халăхĕсен Ассамблейин пуçлăхĕ Лев Кураков, ЧНК вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров пухăннă тĕрлĕ халăх çыннисене тăнăçлă, туслă, пĕр-пĕрне ăнланса пурăннишăн тав турĕç, малашне те Чăваш Ен халăхĕ çапла пĕрле туслă, килĕштерсе пурăнасса чунтан ĕненнине каларĕç. 
Уявра тĕрлĕ наци çыннисем хăйсен юрри-ташшине куракансене парнелерĕç. 
Туслăх кăшăлĕ çирĕп те пуян пулни пурне те хавхалантарчĕ. 

ЧНК пресс-служби. 
Фоторепортажа Зоя Яковлева хатĕрленĕ.

https://vk.com/album-73439225_257783631
#ФОНДПРЕЗИДЕНТСКИХГРАНТОВРФ