• Ыран, чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче, Шупашкарти культурăпа ÿнер институчĕн концерт залĕнче «РАÇÇЕЙ ЧĂВАШ ПИКИ -2018» конкурс пулать!

Ыран, чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче, Шупашкарти культурăпа ÿнер институчĕн концерт залĕнче «РАÇÇЕЙ ЧĂВАШ ПИКИ -2018» конкурс пулать!

Раççей Федерацийĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче тата Чăваш Енри тĕрлĕ районта иртнĕ «Чăваш пики» конкурс çĕнтерÿçисем паян Шупашкара çитсе тупăшăва хатĕрленме пуçларĕç. Вĕсене ăмăртăва тĕплĕн хатĕрленме, сцена çинче хăйсене кăтартма, тĕрĕс хусканусем тума ЧНК йĕркелÿ комитечĕн пайташĕсем, хореографсемпе режиссерсем пулăшаççĕ. Кăçалхипе 8-мĕш хут иртекен фестиваль-конкурса Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем тĕплĕн хатĕрленчĕç. РФ грантне çĕнсе илнĕ «Халăхсен наци пуянлăхĕ – Раççей пуянлăхĕ» проектпа килĕшÿллĕн иртекен юлашки мероприяти ку. Чÿк уйăхĕнче проект вĕçленет. Пурне те «РАÇÇЕЙ ЧĂВАШ ПИКИ -2018» конкурса килсе курма чĕнетпĕр! Пикесене вара ăнăçу сунатпăр!

Йĕркелÿ комитечĕ.