Чăваш мифологийĕнчи сăнарсемпе паллашрĕç

Вырсаникун, авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче, Чăваш наци конгресĕн культура тата "Чăваш хĕрарăмĕ" комитетсен пайташĕсем Атăл леш енчи "Чувашия" санаторинчи этнопаркпа паллашрĕç.

Этнокультура паркне иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче Николай Балтаев скульптор йĕркелесе янипе уçнă. Йывăçран касса тунă кÿлепесенче авалхи чăвашсен тĕнчекурăмĕ, чăвашсен туррисем, халапсенчи ырăпа усал вăйсем тата ыттисем те сăнарланнă.

ЧНК пайташĕсем валли Людмила Балтаева ÿнерçĕ (вăл пирĕн культура комитечĕн пайташĕ) этнопаркра вырнаçнă кÿлепесем çинчен питĕ кăсăклă каласа пачĕ. Вăл кунта темиçе çул ĕнтĕ канма килекенсем валли экскурси ирттерет.

Комитетсен пайташĕсем çакăнтах чăваш историйĕпе тата мифологийĕпе çыхăннă телепередача та ÿкерчĕç. "Телей" халăх фольклор ансамблĕ те (ертÿçи Наталья Арсентьева) мероприятине хаваспах килчĕ, телепередачăна юрă-ташăпа пуянлатрĕ.

ЧНК культура тата "Чăваш хĕрарăмĕ" комитетсене хавхалантарма конгресăн вице-президенчĕ, ĕç тăвакан комитет председателĕ Анатолий Ухтияров та йăлăма çитрĕ, телепрограмма çырнă çĕре хутшăнчĕ.

Çитес вăхăтра ЧНК пресс-служби хатĕрленĕ "Чăваш тĕнчи" телепрограмма ЮТВ телеканал эфирĕнче тата пирĕн сайтра пулĕ.

ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева. (автор сăнÿкерчĕкĕсем)

#ЧНК

#Чувашскийнациональныйконгресс