Регионсем хушшинче ирттерекен «Раççей чăваш пики» конкурс чÿк уйăхĕн вĕçĕнче пулĕ

 

Кун пирки конкурса йĕркелекен ушкăн юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче иртнĕ ларура палăртса хăварчĕ.
Чăваш наци конгресĕ пуçарса йĕркелесе пыракан паллă çак конкурс кăçал 8-мĕш хут иртмелле. 
Ытти çулхипе танлаштарсан вăл кăçал Федераци Президенчĕн грантне тивĕçнĕ «Халăхсен наци пуянлăхĕ –Раççей пуянлăхĕ проектпа килĕшÿллĕн пулмалла.
Ку конкурсăн тĕллевĕ паллă – чăваш хĕрупрçĕсене хамăр культура, йăла-йĕрке, чĕлхе çине ытларах тимлĕх уйăрма вĕрентесси, вĕсен хушшинче чи пултаруллисене суйласа палăртасси тата регионсенче пурăнакан çамрăк йăхташăмăрсене пĕр-пĕринпе туслă çыхăнусем йĕркелеме пулăшасси.
Мĕн пуçласа янăранпах «Раççей чăваш пики» конкурса ирттерме Чăваш Республикин культура, национальнăçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви пулăшса пырать. 
Кăçалхи конкурса хĕр-пикесене кăсăклантарса ямалăх çĕнĕ номинацисем кĕртме палăртнă.
«Раççей чăваш пики» конкурс - фестиваль чÿк уйăхĕн 29-30-мĕшĕсенче Чăваш патшалăх культурăпа ÿнер институтĕнсе иртмелле. Хутшăнас кăмăллисен малтан район, регион шайĕнче çĕнтермелле, вара чÿкĕн 20-мĕшĕччен Чăваш наци конгресĕн электронлă почтине (congress21@mail.ru) ыйтса (заявка) ямалла. Тĕплĕнрех кăшт каярах пĕлтерĕпĕр.