Чăваш наци конгресĕ Чăваш Енри коммерциллĕ мар организацисен III Форумне хутшăнчĕ

 

«Шупашкар-Арена» пăр керменте юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче коммерцилле мар организацисен III Форумĕ уçалчĕ. Ăна республикăмăрти Общество палати йĕркелерĕ.
Хальхинче çак сумлă Форум теми «Социалла капитала регион экономикине аталантарнă çĕрте усă курасси» пулчĕ.
Форум пуçланиччен кунта килнисем республикăмăрти тĕрлĕ обществăлла организацисен ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа паракан баннерсемпе паллашрĕç. Чăваш наци конгресĕ кăçал Раççей Президенчĕн грантне çĕнсе илнĕ «Халăхсен наци пуянлăхĕ – Раççей пуянлăхĕ» проекта пурнăçа кĕртет. Çавна май кун çинчен уçăмлатакан стенд патĕнче ЧНК вице-президенчĕсем Валерий Клементьев, Анатолий Ухтияров тата проект координаторĕ Елена Светлая пулчĕç, пухăннисене проект çинчен каласа пачĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та, Форума хутшăннă май, пирĕн ĕç-хĕлпе кăсăкланчĕ.
Ларăва Чăваш Республикин Общество палатин председателĕ Алексей Судленков уçрĕ, хутшăнакансене саламларĕ. Малалла республика Пуçлăхне сăмах пачĕ. «Паян Чăваш Енре пурĕ пин ытла коммерцилле мар организацисем. Çак пĕрлешÿсенче чăн-чăн патриотсем, республикăмăра, çĕршыва аталантарас тĕллевпе хăйсен ырă шухăшĕсене сĕнес, тĕллевĕсене пурнăçлас текенсем тăрăшаççĕ. Патшалăх çакнашкал организацисене, уйрăм çынсене юлашки вăхăтра тимлĕх уйăрса грантсем парса укçа уйăрать», - терĕ Михаил Игнатьев.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕрлĕ проектсемпе çĕнтерсе грант илнĕ обществăлла организацисен ертÿçисемпе, представителĕсемпе çавра сĕтел ирттерчĕ.
Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Валерий Клементьев «Халăхсен наци пуянлăхĕ – Раççей пуянлăхĕ» проекта республикăмăрта тата регионсенче еплерех пурнăçа кĕртни çинчен каласа пачĕ. Грант çĕнсе илнĕ проект пулăшнипе кăçал конгресс хастарĕсем Питĕр, Тюмень, Нефтеюганск, Пенза, Крым, Тутарстан, Пушкăртсан тăрăхĕнчи чăвашсене Акатуй тата тĕрлĕ уявсем йĕркелеме пулăшнă, унти йăхташăмăрсене чăваш культурине анлă сарма пулăшас тĕллевпе тĕрлĕ ăсталăх урокĕсем ирттернĕ. Унсăр пуçне Раççей тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакан халăхсен культурипе паллашнă, вĕсене хамăр йăла-йĕркене кăтартса савăнтарнă. Çак проект усси чăннипех те уççăн курăнать. Инçетре пурăнакан хамăр йăхташсемшĕн ку вăл чăннипех те сывлăш пек кирлĕ.
Грант çĕнсе илнĕ ытти обществăлла организацисем те хăйсен проекчĕсене мĕнле пурнăçлани, çак вăхăтра тĕрлĕ йывăрлăхсем сиксе тухни пирки каласа пачĕç. Чылайăшĕ проектпа ĕçленĕ май патшалăх структуринче ĕçлекенсем тимлени, хаçат-журнал тата радио-телевидени информаци енĕпе пулăшни питех те кирлине палăртрĕç.
Михаил Игнатьев пурне те малалла та ăнăçлă ĕçлеме, яланах çапла хастар пулма сунчĕ.
Форум малалла уйрăм темăллă секцисене пайланчĕ.

ЧНК пресс-служби.