Челепе тӑрӑхĕнчи этноэкспедици ӑнӑҫлӑ иртрĕ

 Юпа уйӑхĕн 6-мĕшĕнче Тюмень тӑрӑхĕнчи чӑвашсен "Тӑван" Ассоциацийĕ пуҫарнипе иртекен этноэкспедице хутшӑнакансем Челепе /Челябинск/ тӑрӑхĕнче пулчĕҫ. Кунта тĕп тĕллев- чӑвашла ятсемпе ҫыхӑннӑ вырӑнсене тупса палӑртасси, кайран вĕсен историне тĕпчесси.

Тюмень тӑрӑхĕнчи чӑвашсен ертӳҫи Ираида Маслова ертсе пыракан ушкӑн малтанах Куса хулине ҫул тытрĕ. Челябинскран пĕр 170 ҫухрӑм аяккарах вырнаҫнӑ хулана 18-мĕш ĕмĕрте никĕсленĕ, кунта паллах Раҫҫей ҫĕршывĕнче промышленноҫ аталанма пуҫласан тимĕр шӑратакан заводсем ӳссе ларнӑ. Паллах, чӑвашсем ҫак вырӑнсенче ĕҫлесе йĕр хӑварнӑ. Куса хули Урал тӑвĕсене хӑпарса ҫитсен айлӑмалла ансан вырнаҫнӑ. Хулана хӑть те хӑш енчен пырсан та аялалла "кусса" анмалла. Экспедицине хутшӑнакансем хула ячĕ те чӑвашла илтĕннине палӑртрĕҫ. Хулан таврапĕлӳ музейĕнче пире унӑн директорĕ Наталья Михайловна Ростовцева тарават кĕтсе илчĕ. Вӑл экспедицине хутшӑнакансене Куса хулипе паллаштарчĕ, историне каласа пачĕ. Чӑваш хирĕ /урочище чувашское/ тата Чӑваш тӑвĕ, Чӑваш юханшывĕпе урамĕ пирки илтнине, анчах хальлĕхе тĕпчеменнине каларĕ. Пирĕн экспедицине ырларĕ, пулӑшса ĕҫлеме хаваспах хатĕр пулнине каларĕ.

Эпир таврапĕлӳ музейĕпе тĕплĕнрех паллашрӑмӑр, чӑвашсеме ҫыхӑннӑ экспонатсене палӑртрӑмӑр. Малалла Тюмень чӑвашĕсем пуҫарнӑ экспедицине хутшӑнакан Челябинск хулинчи чӑваш наципе культура автономийĕн ертӳҫисем Артемийпа Екатерина Тельцовсем тата Чӑваш наци конгресĕн пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева Ираида Николаевна Маслова ертсе пынипе Куса хулин ҫумĕнче вырнаҫнӑ Чӑваш хирĕ / урочище Чувашское/ текен вырӑна ҫитсе палӑртрӑмӑр, фото-видео ӳкерсе илтĕмĕр.

Экспедици тĕллевлĕн малалла Златоуст ятлӑ хулана ҫитрĕ. Ҫанталӑк ҫумӑрлӑ, йĕпе-сапаллӑ, Урал тӑвĕсем пĕлĕтпе пĕрлешнĕнех туйӑнаҫҫĕ, самолет ҫинчи пек хӑлхасем хупланса ларса илтми пулса шавланине туятпӑр. Кунта ҫӳллĕ вырӑн пулнипе хушӑран юр та ҫуса илчĕ. Анчах та ниме пӑхмасӑр пирĕн ушкӑн Чӑваш юханшывне тата ун ҫумĕнчи урама шыраса тупрех! Ку урамра пурӑнакан ҫынсемпе калаҫса илтĕмĕр, вĕсем мĕнле урамра пурӑннине, чӑвашсене пĕлнипе-пĕлменнипе кӑсӑклантӑмӑр. Златоуст хулинче юхса выртакан Чӑваш юханшывĕ халĕ ĕлĕкхи пек сарлака мар, малтан кунта шыва кĕнĕ иккен, халĕ вӑйлах шарласа юхать пулин те, сарлака мар. Юханшыв аяккисемпе "Чӑваш юханшывĕн сылтӑм енĕ" тата "Чӑваш юханшывĕн сулахай енĕ" ятлӑ урамсем вырнаҫнӑ. Эпир вĕсене ӳкерсе илтĕмĕр. Шел, юханшыв ячĕ карта ҫинчен пур пулин те, ҫырса хунине тупаймарӑмӑр, ку малалла тумалли ĕҫ пулнине палӑртрĕ Ираида Маслова.

Чӑваш топонимикине, историне Челепе тӑрӑхĕнче тĕпчесе палӑртасси пуҫланчĕ кӑна-ха . Этноэкспедици тухӑлӑ та ӑнӑҫлӑ иртнине палӑртрĕҫ Тюмень тата Челябинск тӑрӑхĕнчи чӑваш пĕрлĕхĕсен ертӳҫисем.

Эпĕ экспедици ҫул-йĕрне видеокамерӑпа тата фотоаппаратпа пĕтĕмпех йĕрлесе пытӑм. Ҫитес вӑхӑтра телепрограмма хатĕрлес тетĕп.

Мана ҫак экспедицине хутшӑнма май туса панӑшӑн Чӑваш наци конгресĕн президентне Николай Угаслова тата Тюмень тӑрӑхĕнчи чӑвашсен "Тӑван" Ассоциацийĕн президентне Ираида Маслоаӑна чĕререн тав тӑватӑп!

ЧНК пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева.