Челябинскра ҫавра сĕтел иртрĕ

 Тюмень тӑрӑхĕнчи чӑвашсен "Тӑван" Ассоциацийĕ пуҫарнипе Челябинск тӑрӑхĕнчи чӑваш ячĕллĕ вырӑнсене тĕпчеме пуҫларĕҫ. Ҫак ĕҫе йĕркелеме Челябинск хулинчи чӑваш наципе культура автономийĕн, ҫамрӑксен Кадэрне ушкӑнĕн ертӳҫисем Артемийпе Екатерина Тельцовсем пулӑшаҫҫĕ.

Юпа уйӑхĕн 5-мĕшĕнче Челябинск хулинчи наука библиотекинче ҫавра сĕтел иртрĕ. Унта чӑваш культурипе чĕлхине ку тӑрӑхра сыхласа хӑварасси, чӑваш ячĕллĕ вырӑнсене тĕпчесси ҫинчен сӳтсе яврĕҫ. Челябинск тӑрӑхĕнче пурӑнакан ӑсчахсем, вĕрентекенсем, чӑваш хастарĕсем тата библиотека ĕҫченĕсем ҫавра сĕтеле хастар хутшӑнчĕҫ.

Тюменьтен Челябинска ятарласа "Тӑван" Ассоциаци ертӳҫи Ираида Маслова тата ЧНК пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева ҫитрĕҫ.

Чӑваш халӑхĕн характерĕ, хӑйнеевĕрлĕхĕ ҫинчен пухӑннисене Кӑнтӑр-Урал патшалӑх университечĕн профессорĕ Валентина Долгова, халӑхсен наци тата чĕлхе туйӑмĕ ҫинчен истори наукисен кандидачĕ Луиза Алмаева, Челябинск тӑрӑхĕнчи халӑхсен топонимики ҫинчен истори наукисен докторĕ Гаяз Самигулов тата ытти сумлӑ ҫынсем тухса калаҫрĕҫ.

Кунти чӑваш наципе культура автономийĕн ертӳҫи Артемий Тельцов чӑваш культурипе чĕлхине, наци хӑйнеевĕрлĕхне Челябинск тӑрӑхĕнче аталантарас тĕллевпе епле ĕҫсем туса ирттерни ҫинче чарӑнса тӑчĕ.

Тюмень хулинчен ҫитнĕ Ираида Маслова чӑваш топонимикине ку тӑрӑхра тĕпчес тĕллевсем пирки уҫӑмлатрĕ тата ку енĕпе ӑсчахсене пулӑшма ыйтрĕ. Ыран, юпа уйӑхĕн 6-мĕшĕнче экспедицине тухнӑ ушкӑн Челябинск тӑрӑхĕнчи чӑвашла ятлӑ вырӑнсене ҫитсе килсе унта аудио-видео материалсем пуҫтарас тĕллевлĕ.

Чӑваш наци конгресĕн представителĕ, пресс-служба ертӳҫи Зоя Яковлева кунта хускатнӑ ыйтусемпе те видеоматериал пуҫтарчĕ.

ЧНК пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева / автор сӑнӳкерчĕкĕсем/