ЧНК ĕç тăвакан комитечĕн ертÿçи «Паха тĕрĕ» фирма музейĕпе паллашрĕ

 

Юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнчи конгресăн культура комитечĕн ларăвĕнче республикăмăрта чăваш тĕррине промышленноç шайĕнче упраса аталантарса пыракан чи сумлă предприяти – «Паха тĕрĕ» фабрика 95 çул тултарнă май ирттерекен мероприятисем çинчен калаçнăччĕ. 
Тепĕр куннех, юпан 26-мĕшĕнче, ЧНК вице-президенчĕ, ĕç тăвакан комитет председателĕ Анатолий Ухтияров предприятин ĕçĕ-хĕлĕпе, историйĕпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе «Паха тĕрĕ» музейне çитсе килчĕ. 
Музей управçи, «Паха тĕрĕ» фирма директорĕн çумĕ Маргарита Павлова ăна музейпа тĕплĕн паллаштарчĕ. Чăн та, фабрика 95 çул тултарнă май, унăн историне, пĕлтерешне тепĕр хут аса илсе тивĕçлĕ хак пани питех те кирлĕ!
90-мĕш çулсенчи ахăр самана вăхăтĕнче ним шелсĕр саланса кайма пуçланă пуян историллĕ, республикăмăр экономикипе культуринче питех те пĕлтерĕшлĕ предприятиятине çăлса хăварнă Наталья Посынкина предпринимателе чыс та мухтав! Вăл çине тăнипе фабрикăн туприне, хальхилле каласан ятне (бренд) упраса хăварнă, музей уçнă.
Анатолий Ильич 1920-мĕш çулсенче фабрика пуçланса кайнă вăхăтри документсемпе, сăнÿкерчĕксемпе кăсăкланса паллашрĕ, вĕсене упраса хăварса халăха кăтартас енĕпе тĕрлĕ сĕнÿсем пачĕ. Хăй те, килти архиври иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕнче ÿкернĕ чăваш тумлĕ арçын сăнÿкерчĕкне музей валли сĕнчĕ. Ан тив, çитес ăрусем пирĕн йăх-несĕлсем мĕнле паха тумсемпе çÿренине пĕлччĕр!
«Паха тĕрĕ» музейне килсе курнă хисеплĕ çынсем çырса хăварнă журналта çĕнĕ сăмахсем шăрçаланчĕç:
Паха тĕрĕ» фабрикăн ăстисем тунă япаласемпе тĕлĕнсе те юратса паллашрăм. Кунти тĕрĕсенче тата тĕртсе тунă япаласенче чăвашсен авалхи культурипе ÿнерĕ упранать. Чăваш ен – çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕ тесе ахальтен каламан ĕнтĕ. «Паха тĕрĕ» фирма директорне Наталья Посынкинăна тата унăн çумне Маргарита Павловăна çак хаклă тупрана упраса аталантарса пырассишĕн пĕтĕм вăйне панăшăн пысăк тав! Çакнашкал тăрăшакан çынсем пулсан – авалхи пăлхар-чăваш чĕлхи, культури, йăли-йĕрки çĕр çинчен нихăçан та çухалмĕ! Çамрăксем ваттисене хисеплесе, чăвашсен йăх-несĕл ылтăн çÿпçинчи япаласе упраса пурăнччăр!
Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров. Алă пуснă.

ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева.
(авторăн сăнÿкерчĕксем)