ЧНК пресс-служби Тюмень тăрăхĕнчи этноэкспедицине хутшăнчĕ

Тюмень тӑрӑхĕнче пурӑнакан чӑвашсен "Тӑван" Ассоциацийĕ пысӑк ĕҫ пуҫласа янӑ. Уралпа Ҫĕпĕр тӑрӑхĕнчи чӑваш ялĕсене ҫитсе йӑхташӑмӑрсен юрри-ташшине, йӑли - йĕркине тата ытти чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ япаласене ҫырса илсе, телепередачӑсем ӳкерсе упраса хӑварас тĕллев лартнӑ.

Ĕҫ- пуҫа ҫулла пуҫланӑ. Ассоциаци ертӳҫи Ираида Маслова йыхравланипе ҫак пархатарлӑ ĕҫе юпа уйӑхĕн 4-мĕшĕнчен Чӑваш наци конгресĕн пресс-служби те хутшӑнчĕ. Ҫак кун "Тӑван" Ассоциаци ертӳҫи Ираида Маслова тата ЧНК пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева Тюмень тӑрӑхĕнчи Заводоувковск районĕнчи Першино ятлӑ чӑваш ялне ҫитсе килчĕҫ.

Першино ялĕнче пирĕн йӑхташсем чылайӑн тĕпленнĕ. Кунти ял поселенийĕн пуҫлӑхĕ Эмилия Викторовна Алексеева та Вӑрнар тӑрӑхĕнчен куҫса килнĕ. Чылай ҫул шкулта вĕрентнĕ, халĕ вунӑ ҫул ытла ял поселенине ӑнӑҫлӑ ертсе пырать. Ӑна район пуҫлӑхĕсем те хисеплеҫҫĕ. Ялта чĕрĕк ĕмĕр ĕнтĕ "Пике" чӑваш юррин ансамблĕ ĕҫлет. Ушкӑн кĕҫех ҫавра ҫула паллӑ тума хатĕрленет.

Ял администрацийĕн хӑтлӑ ҫуртĕнче хӑнасене "Пике" ушкӑн юрӑҫисем, ялти шкулта вĕренекен шӑпӑрлансемпе учительсем тарават кĕтсе илчĕҫ. Ираида Маслова пуҫтарӑннисене этноэкспедици тĕллевне каласа пачĕ. "Тӑван" Ассоциаци ачасем валли вырӑсла - чӑвашла словарьсем, чӑваш писателĕсен кĕнекисем парнелĕх илсе килнĕ. "Пике" ушкӑна ҫӳрекенсем хӑйсен ĕҫĕ- хĕлĕ ҫинчен, хӑйсен репертуарĕнчи юрӑсене юрласа пачĕҫ. Вĕсене веҫех видеокамера ҫине ҫырса илтĕмĕр.

Каҫ еннелле Тюмень чӑвашĕсен "Тӑван" Ассоцациĕн центрĕнче пирĕн пуласлӑх - ачасем пуҫтарӑнчĕҫ. Нумаях пулмасть кунта ача-пӑчасен чӑваш ансамблĕ йĕркеленнĕ. Ӑна Ксения Маслова ертсе пырать. Шӑпӑрлансемпе чӑваш юррисен репертурне хатĕрленĕ, тумсем ҫĕлеттернĕ. Хӑйсене чӑваш тесе шутлакан малкурӑмлӑ ашшĕ-амӑшĕ хӑйсен тĕпренчĕкĕсене хаваспах кунта ҫӳреттереҫҫĕ. Часах ансамблĕн ҫĕнĕ юрӑ альбомĕ тухмалла. 

ЧНК пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева. /автор сӑнӳкерчĕкĕсем/

https://ok.ru/chvashnats/album/55789994246160