• ЧНК хастарĕсем Чăваш АССР Аслă Канашне туса хунăранпа 80 çул çитнине халалланă наукăпа практика конференцине хутшăнчĕç

ЧНК хастарĕсем Чăваш АССР Аслă Канашне туса хунăранпа 80 çул çитнине халалланă наукăпа практика конференцине хутшăнчĕç

 Юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Патшалăх Канашĕн лару залĕнче иртнĕ конференцие Чăваш Ен ертÿлĕхĕ, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, Аслă Канашра тăрăшнă ветерансем, тĕрлĕ вăхăтра депутат пулнă хисеплĕ çынсем, учрежденисемпе организацисенче тăрăшакансем, общество пĕрлешĕвĕсемпе наука ĕçченĕсем тата студентсем хутшăнчĕç.

ЧНК историйĕ Чăваш парламенчĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тачă çыхăннă. 90-мĕш çул пуçламăшĕнче Чăваш наци конгресне йĕркелесе яма ЧАССР Аслă Канашĕ витĕм кÿнĕ. Ун чухне  Эдуард Кубарев, Ираида Стекольщикова тăрăшнипе конгресăн 1-мĕш Пухăвĕ ăнăçлă иртнĕ. ЧНК пĕрремĕшпе иккĕмĕш президенчĕсем Атнер Хусанкайпа Геннадий Архипов депутатсем çине тăнипе Чĕлхе саккунне йышăннă тата ытти те.

Хальхи вăхăтра Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ, ĕç тăвакан комитет ертÿçи пулса ĕçлекен Анатолий Ильич Ухтияров та  чылай çул Аслă Канашра тăрăшнă, каярахпа Патшалăх Канашĕн аппаратне ертсе пынă. Вăл ку конференцире «Чăваш Республикин Тĕп саккунĕн историйĕ тата хальхи самана» темăпа тухса калаçрĕ.  Чăваш АССР Аслă Канашĕнче тĕрлĕ çулĕсенче тăрăшса республикăмăр аталанăвне витĕм кÿнĕ чылай сумлă çынсем халĕ Чăваш наци конгресĕн Ваттисен Канашĕн пайташĕсем пулнине палăртса хăварма кăмăллă. Ираида Стекольщикова, Раиса Ерусланова, Василий Шадриков, Александр Петров, Федор Мадуров тата ыттисем те паян конференцире чи хисеплисен шутĕнче пулчĕç.

 Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденпа ЧАССР Аслă Канашĕн председателĕ, каярах Президиум Председателĕ пулнă Александр Петрович Петрова хисеплерĕ. Çавăн пекех ЧР Пуçлăхĕн Тав Хутне ЧАССР Аслă Канашăн Президиумĕн секретарĕнче вăй хунă Ираида Ивановна Стекольщикова тивĕçрĕ.

Тухса калаçакансем хушшинче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн наука тĕп сотрудникĕ Владимир Клементьев, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ Ирина Муравьева тата ыттисем те пулчĕç, ЧАССР Аслă Канашĕ  мĕнле аталанса пынин историне, депутатсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тата ытти те конференцине килнисемшĕн аса илме кăмăллă пулчĕ. Мĕншĕн тесен кунта халăх историйĕ, çĕршывăн кун-çулĕ тĕкĕр çинчи пек тухса тăчĕ.

«Чăваш парламенчĕн никĕсне хуракансен терт-нушаллă вăрçă вăхăтĕнче ĕçлеме тивнĕ. Анчах та вĕсем ниме пăхмасăр, Конституцине тĕпе хурса Чăваш çĕршывĕн пуласлăхĕшĕн тăрăшнă. Халĕ çак пархатарлă ĕçе Чăваш Патшалăх Канашĕ тивĕçлĕн пурнăçлать.» - терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пуçтарăннисене уявпа саламланă май.

ЧАССР Аслă Канашне туса хунăранпа 80 çул çитнине паллă тума килнисем, ветерансене, Президиум Председателĕ пулнă Александр Петровпа экономика, промышленнăç, транспорт енĕпе комитет ертÿçи пулнă Венера Печниковăна тимлĕн итлерĕç, вĕсем каласа панисене ăша хыврĕç.

Эпир, Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем, чылай çул Чăваш Ен ертÿлĕхĕнче сывлăхĕсене шеллемесĕр вăй хунă конгресăн Ваттисен Канашĕн пайташĕсене уяв ячĕпе чунтан саламлатпăр, ырлăх-сывлăх сунатпăр.  

ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева.