Екатеринбургри ентешсем патĕнче пултăмăр

Юпа уйӑхĕн 7-мĕшĕнче Тюмень тӑрӑхĕнчи чӑвашсен президенчĕпе Ираида Масловӑпа Екатеринбург хулинчи чӑваш наципе культура автономийĕн ҫуртĕнче пултӑмӑр. Пире кунта Оксана Храмцова председатель, Наталия Мокеева, Светлана Кармолаева тата Нина Черепанова хастарсем тарават кĕтсе илчĕҫ. Ираида Николаевна кунта час часах килсех тӑрса пулӑшать пулсан, эпĕ вара пĕрремĕш хут пултӑм.

Екатеринбургри ентешсене Чӑваш наци конгресĕн президенчĕн тата ытти хастарсен саламне илсе килтĕм. Кĕтерне патша хулинчи пирĕн ентешсен центрĕпе паллашрӑм, телевидени валли сюжет ӳкертĕм. Ӑшпиллĕ калаҫу хыҫҫӑн мана кунти хастарсем хула кӑтартрĕҫ.

Тĕплĕнрех пулас телерадиорепортажсенче каласа парӑп.

Мана Екатеринбург хулинчи ентешсемпе паллашма май туса панӑшӑн ЧНК президентне Николай Угаслова тата Тюмень тӑрӑхĕнчи чӑвашсен Ассоциацийĕн ертӳҫине Ираида Масловӑна чĕререн тав тӑватӑп.

ЧНК пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева.