Кăнна Кушкине, И.Я.Яковлев çутă ятне асăнма, ЧНК çамрăк хастарĕсем кайрĕç

Кашни çул, юпа уйăхĕн вĕçĕнче, Иван Яковлев пурнăçран уйрăлнă кун ăна асăнма Тутарстанри Теччĕ районне кĕрекен Кăнна Кушки ялне Чăваш Енрен делегаци каясси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. 

Кăçал та, Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви йĕркеленипе сумлă делегаци Аслă вĕрентекен çуралнă яла çитрĕ.
Делегаци йышĕнче ЧНК çумĕнчи çамрăксен «Хастар» ушкăнĕн пайташĕсем: Людмила Засыпкина, Ирина Лампасова, Алина Савельева тата Лариса Ивашкина пулчĕç. Чăваш наци конгресĕн ĕç тăвакан комитечĕ çамрăксем Яковлев «сывлăшĕпе» сывлаччăр, унăн вышкайсăр ĕçне чĕрене хывччăр тесе хальхинче ятарласа вĕсене ячĕ. 
Чăваш Республикин культура министрĕн çумĕ Елена Чернова ертсе пыракан ушкăна Яковлевăн ентешĕсем яланхи пекех питĕ тарават кĕтсе илчĕç. Делегаци йышĕнче Чăваш Ен халăхĕсен Ассамблейин ертÿçи Лев Кураков та пулчĕ. 
Теччĕ районĕн культура пайĕн пуçлăхĕ Юрий Сиякин, Кăнна Кушки ял пуçлăхĕ Сергей Гаврилов, Иван Яковлев музейĕн директорĕ Алексей Пыркин, Теччĕ районĕнчи чăваш наципе культура автономийĕн ертÿçи Володар Тимофеев тата ял халăхĕ çăкăр-тăварпа, ырă сăмахсемпе чунсене ăшăтрĕç.
Хальхи вăхăтра Иван Яковлев çуралнă ялта музейпа культура центрне хăтлăлатаççĕ. Ĕç кал-кал пырать. Кунта ЧНК ял комитечĕн председателĕн Эдуард Бахмисовăн тÿпи пысăк. Комплексăн проекчĕсене тăвасси, ăна пурнăçа кĕртесси унран нумай килет. Эдуард Константиновичăн чăрсăр та кăсăклă шухăшĕсем иксĕлми. Вăл вĕсене Кăнна Кушкисене те сĕннĕ. 
Чăваш Ен делегацийĕпе вырăнти халăх музей комплексĕнчи çквера асăнмалăх можжевель йывăççисем лартрĕç.
Çак асамлă та сăваплă çĕре, Аслă вĕрентекенĕмĕр кун çути курнă вырăна пĕрремĕш килнисене, уйрăмах çамрăксене, кунти музейпа, часавайпа тата кунтан тухнă паллă çынсене асăнса лартнă палăкпа паллашма питех те кăсăклă та кăмăллă пулчĕ.
Каярахпа пурте пĕрле Иван Яковлев çинчен Чăвашкино ÿкернĕ çĕнĕ документла фильм пăхрĕç. 
Чăваш наци конгресĕн çамрăксен «Хастар» ушкăнĕн пайташĕсемшĕн кăна мар, ыттисемшĕн те çак çулçÿрев усăллă пулчĕ тесе шутлатăп.

Зоя Яковлева, ЧНК пресс-службин ертÿçи.