Паллă композитора халалланă асăну каçĕ иртрĕ

 

  Кăçал талантлă композитор, дирижер, патшалăх тата общество деятелĕ Филипп Миронович Лукин çуралнăранпа 105 çул çитрĕ. Çак ятпа чăваш наци библиотекин «Мерчен» клубĕнче «Филипп Лукин - юрă лириккин ăсти» ятпа асăну каçĕ иртрĕ.

Наци библиотекинчи лару залне паллă композитора хисепленĕ, хисеплекен республикăмăрти культурăпа ÿнер ĕçченĕсем, наукăпа вĕрентÿ ĕçĕнче тăрăшакансем, Ф.Лукинăн ентешĕсем тата студентсемпе вĕренекенсем  чылайăн пуçтарăнчĕç. Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн хастарĕсем те паллă мероприятирен юлмарĕç.

Филипп Лукина тата унăн еткерлĕхне  халалланă каçа чăваш наци библиотекин тĕп специалисчĕ, «Мерчен» клуб ертÿçи, ЧНК культура комитечĕн председателĕ Вера Архипова йĕркелесе ертсе пычĕ.

Чăваш патшалăх филармонийĕн директорĕ  Николай Казаков композитор тата Трак Ен администрацийĕн социаллă аталанупа архив ĕçĕн пай пуçлăхĕ Рена Осипова паллă композиторăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен аса илсе каласа пачĕç.

Асăну каçне килнисене Филипп Миронович  мăнукĕ  Марианна Левитова Мускавран видеокурав мелĕпе саламларĕ, аслашшĕне манманшăн, пултарулăхне сума сунăшăн тав турĕ.

«Чăн та, Ф.М. Лукин хăйĕн паллă произведенийĕсемпе Чăваш Ене кăна мар, Раççей культурин ылтăн фондне пуянлатнă темелле. Унăн кĕввисемпе çырнă юрăсене çĕршыври чи паллă  композиторсемпе ÿнерте тăрăшакансем пысăка хурса хакланă. Ф.М.Лукин еткерлĕхĕ тĕнче шайĕнче, çулсем, ĕмĕрсем иртсен те хăй хакне çухатмĕ»- терĕ Светлана Макарова музыковед.

Паллă композитор пирки искусствоведени наукисен кандидачĕ Любовь Бушуева та чылай калаласа пачĕ. Вăл Филипп Миронович çинчен М.Г. Кондратьев редакциленĕ  «Филипп Лукин: музыкант. Общественный деятель» ятлă документсен пуххи тухни пирки  аса илтерчĕ.

Композиторпа  чăвашсен чи паллă поэчĕсем: В. Давыдов-Анатри, А. Артемьев, А. Кăлкан, Г. Ефимов, Ю. Семендер, Г. Краснов туслă çыхăнса ĕçленĕ, нихăçан манăçман хайлавсем çырнă. Çакăн çинчен чăваш халăх поэчĕ Юрий Семенович Сементер ĕнентерÿллĕн, чуна тивмелле аса илчĕ.

Ф.М. Лукин çуралнăранпа 105 çул çитнине асăнса ирттернĕ каçра вăл çырнă хорпа пĕччен юрламалли нумай хайлавсем янăрарĕç. Вĕсене  Шупашкарти «Классика»  муниципаллă капелла хорĕ, Шупашкарти ача-пăча музыка шкулĕн «Шăпчăк» юрă ушкăнĕ, оперăпа балет театрĕн солисткисем  Людмила Яковлева,  Татьяна Максимова тата ыттисем те  юрларĕç.  

Ирина Лампасова, Зинаида Воронова, Эльвира Альмешкина, Роза Степанова Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн пайташĕсем композитора асăнса ирттернĕ пултаруллăх каçĕ питĕ пуян та усăллă иртнине, чăн-чăн чун апачĕ пулнине палăртрĕç.

Филипп Миронович Лукин композиторăн тĕнче шайĕнчи юррисемпе  хайлавĕсем Чăваш Ен культуринче ĕмĕр -ĕмĕр чи хисеплĕ вырăнта пулĕç.

 

ЧНК культура комитечĕн председателĕ Вера Архипова, ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева.

(Зоя Яковлева сăнÿкерчĕкĕсем)