Тухăçлă тыр пул пухса илнĕ хыççăн мĕн авалтанах чăвашсем савăнăçлă уявпа палăртнă.

Çак йăла паян çуралман. Вăл сĕм авалтанах пуçланса кайнă. Ун чухне çынсем наци мĕн иккенне те пĕлмен пулĕ, анчах та тыр пул ÿстерме, пуçтарма пĕлнĕ. Вăхат иртнĕ май ĕç майĕсем, ĕненÿсем улшăннă. Йывăр хресчен ĕçне машинасемпе тума тытаннă пулсан та, çак уявăн тĕллевĕ паян та çухалман. 2018 çулхи октябрь уйăхĕн 27 мĕшĕнче Тольятти хулинчи чăваш наципе культура автономийĕ Пултарулăх  керменĕнче «Чÿклеме» - тухăç уявĕ иртерчĕ. Уявра, сĕтелсем çинче харпăр хăйсен çĕр пайĕнче, сад- пахчасенче ÿстернĕ çимĕçсем. Çĕнĕ тухăçран пĕçернĕ тĕрлĕ апат -çимĕç, ал ăстисен хăй аллисемпе тунă тĕрлĕ япала. Кашни сĕтел çинче чăвашсен чыслă апачĕ – хуплу, шăртан, кукăльсем, кăпăклă сăра. Нумай пултаруллă ушкăн пуçтарăнчĕТольяттине : Чăваш Республикинчен, Тутар Республикинчен, Ульяновск хулипе облаçĕнчен тата Самара облаçĕнчи хуласемпе районсенчен. «Ылтăн çăра уççи» ятлă ача сачĕн ушкăнĕ питĕ савăнтарчĕ пухăннă çынсене. Пирĕн хулари чăвашсен ачисем чăвашла ташă ташлани пурне те чунтан, кăмăлтан килĕшрĕ. Кашни ушкăн сцена çинче хăйне евĕрлĕ илемлĕ юрăсемпе куракансене савăнтарчĕ. Чăваш республикинчен килнĕ «Ямаш» ушкăн пухăннă çынсене уйрăмах питĕ килĕшрĕ.  Ульяновскинчен килнĕ «Сăрнай» ушкăн та кая юлмарĕ вĕсенчен, юрăсăр пуçне хăйсемпе илсе килнĕ сăрапа пĕтĕм зала хăналарĕ. Куракансем вара нумай çĕнĕлĕх илтрĕç. Вĕсем  хаваслăн та тăвăллăн алă çупрĕç. Курма килнĕ кашни çын чăвашсен пултарулăхĕпе мăнаçланчĕ.  Чÿклеме уявĕ чăваш халăхĕ ĕçлеме кăна мар, канма та питĕ лайăх пĕлнине тепĕр хут кăтартса пачĕ.  Çитес çул уява тата та  нумайрах хăнасем кĕтетпĕр.

А.П. Бикмурзин, Тольятти хулинчи чăваш наципе культура автономийĕн пуçлăхĕ