«Шăпăр-кĕсле, ай, янра!» республикăри 2-мĕш фестиваль-конкурс ăнăçлă иртрĕ

 Этем ҫут тӗнчене килнӗ хыҫҫӑн пурнăç тăршшĕпех музыка инструменчĕсемпе тĕрлĕ йăла-йĕркере усӑ курнӑ. Истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ В.Д. Димитриев хӑйӗн «Чувашские исторические предания» кӗнекинче 1770 ҫулхи документпа паллаштарнӑ. Унта ҫапла каланӑ: «Вӗсен кӗсле каламасӑр нимӗнле уяв та иртмест... Хӑйсен тытӑмӗпе чӑвашсем кӗвӗ-ҫемме питӗ юратаҫҫӗ, ҫавӑнпа кашни ҫуртра тенӗ пекех кӗсле тытаҫҫӗ». Христос тӗнӗ пуҫ пулма тытӑнсан авалхи йӑласене ирттерме чарнӑ. Ҫавна май вӗсемпе ҫыхӑннӑ музыка хатӗрӗсем те манӑҫа тухса пынӑ. Çавăнпа та чăваш халăхĕн авалхи музыка инструменчĕсене çĕнĕрен чĕртсе тăратакан, унпа вылякан ăстасене тупса палăртасси, вĕсене хавхалантарасси питех те кирлĕ. Çакна ăнланса ĕçлерĕç те ĕнтĕ фестиваль-конкурса йĕркелекенсем. Ăна Халăхсен Туслăхĕн çуртĕнче Чăваш наци конгресĕ Республикăри Халăхсен пултарулăх çурчĕпе пĕрле йĕркелерĕ.

Фестиваль-конкурсăн тĕп тĕллевĕ – чăваш культуринчи халăх музыка инструменчĕсене упраса хаварасси, вĕсемпе калакансене хавхалантараса çак ÿнере малалла анталантарсси. Фестиваль-конкурс икĕ номинаципе иртрĕ: хĕлĕхлĕ кĕвĕ инструменчĕсемпе калакансем тата вĕрсе каламалли кĕвĕ инструменчĕсемпе калакансем. Конкурса йĕркелеме ЧНК культура комитечĕн пайташĕсем чунтан тăрăшнине палăртмалла. Уйрăмах Нина Андреевăпа Светлана Тяхмусова тав сăмахне тивĕç.

Уява Чăваш республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Çĕнĕ Шупашкарти «Химик» культура керменĕнчи «Сăрнай» ушкăн ертÿçи Николай Лазаревич Эриванов 80 çул тултарнине халалларĕç. Николай Лазаревич чӑваш музыка фольклорне пухаканӗ, чӑваш халӑх музыка инструменчӗсене тӗпчесе вĕсене ăсталаканĕ. Пултаруллă ăстаçă 200 яхăн юрӑ кӗвӗленӗ, вĕсенчен 40 ытла юрӑ, хор, инструментпа каламалли хайлавсем Чӑваш радио фондӗнче упранаҫҫӗ. Николай Эриванова чăваш халăх музыка инструменчĕсене çĕнĕрен чĕртсе тăраканĕсенчен пĕри тесен те юрать. Вăл ăсталанă палнай, сӑрнай, шӑпӑр, тӑм шӑхличĕсем чăваш халăх чунне тыткăнлаççĕ.

ЧНК тата Республикăри Халăх пултарулăх çурчĕ йĕркеленĕ «Шăпăр-кĕсле, ай, янра!» конкурса уçма Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн çумне Елена Геннадьевна Черновăна, Чăваш наци конгресĕн вице-президентне, ĕç тăвакан комитет председательне Анатолий Ильич Ухтиярова хисеп турĕç. Асăннă сумлă çынсем чăваш халăх музыка инструменчĕсен кирлĕлĕхне, унта халăх историйĕ упраннине, вĕсене çĕнĕрен чĕртсе тăратни пархатарлă пулнине каларĕç, Николай Эриванова юбилей ячĕпе саламласа Хисеп хучĕсемпе парнесем пачĕç.

Курма килнисене уявпа саламласа Н.Эриванов ертсе пыракан «Сăрнай» тата Етĕрне районĕнчен килнĕ Лев Иванов ертсе пыракан «Виръял» ансамбльсем тĕрлĕ инструментсемпе каларĕç. Конкурс пуçланиччен Туслăх çуртĕнчи фоере чăваш музыка инструменчĕсем çинчен çырнă кĕнекесен куравĕ ĕçлерĕ. Ăна ЧНК культура комитечĕн председателĕ, наци библиотекин тĕп специалисчĕ Вера Архипова йĕркелерĕ, курма килнисене кĕнекесемпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех Шупашкар районĕнчи Николай Фомиряков тата Вăрнар районĕнчи Владимир Михайлов хăйсем ăсталанă чăваш халăх музыка инструменчĕсен куравне йĕркелерĕç, çынсемпе хăйне евĕр маçтăр-класс ирттерчĕç.

«Шăпăр-кĕсле, ай, янра!» республикăри 2-мĕш фестиваль-конкурса хутшăнакансем пурĕ вун виççĕн кăна пулчĕç пулсан та, питех те ăста, пултаруллисем пулчĕç. Республикăри тĕрлĕ районтан кăна мар, Пушкăрт Республикинчи Мелекес районĕнчен те Виталий Захаров мăнукĕпе инçе çула кĕскетсе çитрĕ. Тÿресем те чăн - чăн специалистсемпе сумлă çынсем пулчĕç: Николай Эриванов, Чăваш наци конгресĕн вице-президентчĕ Анатолий Ухтияров, Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищин вĕрентекенĕ Илья Сакмаров, Раççей Федерацийĕн культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем, «Эревет» ачасен пултарулăх ушкăнĕн ертÿçи Сергей Федотов, тата чăваш музыка инструменчĕсен ăсти Владимир Михайлов.

Каçал, Патăрьел, Етĕрне, Муркаш, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар районĕпе хулинчен çитнĕ пултаруллă çынсем чăваш халăх музыка инструменчĕсемпе ăста калассипе ăмăртрĕç, курма килнисен чун хĕлĕхне хускатрĕç. Пур те тенĕ пекех ăста выляса чыса тивĕçлĕ пулчĕç темелле. Тепĕр тесен, хакĕ çĕнтернинче мар, çак саманара чăваш культурине пуянлатса, тăван халăх музыка инструменчĕпе кăсăкланса ăна чĕртсе тăратни паха. Чăваш наци конгресĕ тата Республикăри Халăх пултарулăх çурчĕ «Шăпăр-кĕсле, ай, янра!» фестиваль-конкурса хутшăннисене пурне те дипломсем, парнесем парса чыс турĕ, çак пархатарлă ĕçе малалла тăсма ырлăх-сывлăх сунчĕ.

Зоя Яковлева, ЧНК пресс-служба ертÿçи. (авторăн сăнукерчĕкĕсем)

 #ЧНК

#Фестиваль-конкурс

#Чăваш наци конгресĕ