ЧУЛМАН АТĂЛ ЭРЕШĔСЕН КУРАВĔ УÇĂЛЧĔ

Авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш тĕррин музейĕнче Тутар Республикинче вырнаçнă Аксу районĕнчи чăвашсен культурине сăнлакан курав уçăлчĕ. 
Ăна Чăваш наци музейĕ, Чăваш наци конгресĕ тата Шупашкарти культурăпа ÿнер институчĕ тăрăшнипе йĕркеленĕ. 
Кăçалхи çурла уйăхĕнче чăваш тĕррин музейĕн, институтăн тата конгресăн ĕçченĕсем Аксу районне ятарлă экспедици йĕркеленĕччĕ. Икĕ кун хушшинче унти çичĕ чăваш ялне çитсе, килтен киле çÿресе пирĕн хастарсем авалтан упранса юлнă кĕпе-тумтире, савăт-сапана, хуçалăхра усă куракан тĕрлĕ ăпăр-тапăра пуçтарнă. Пурĕ 70 ытла экспоната тиесе Шупашкара илсе килнĕ. 
Экспедицире пулнă ЧНК халăх ăстисен ассоциацийĕн ертÿçи Зинаида Воронова, культура комитечĕн пайташĕсем Раиса Васильевапа Наталья Кульева - Захарова каласа панă тăрăх, вĕсене çак тĕпчеве тума икĕ çул каялла Чăваш Енри районсенче конгресс ирттернĕ тум уявĕ хавхалантарнă. Халăхра мĕн чухлĕ аваллăх, пирĕн культура, истори упраннине кура вĕсем тĕпчеве тулай чăвашĕсем патĕнче малалла тăсма шутланă. 
Историксем каланă тăрăх, чăвашсем ĕлĕк-аваанлт тĕпленсе пурăннă вырăнсенчен пĕри - халĕ Тутар Республикине кĕрекен Аксу районĕ те. Çавăнпа та унти авалхи культурăна тĕпчесе эпир хамăр халăх историне тата та анлăрах пĕлме пултаратпăр. 
«Чулман Атăл эрешĕсем» курава Чăваш наци музейĕн директорĕ Ирина Меньшикова уçрĕ. 
Вăл чи малтанах пухăннисене аякран, Аксу районĕнчен килсе çитнĕ хăнасемпе, Аксу районĕн культура пайĕн пуçлăхĕпе Сергей Тимрясовпа тата унти чăваш наци культура автономийĕн председателĕпе Владимир Калуковпа паллаштарчĕ, вĕсене экспедици йĕркелеме пулăшнăшăн тав турĕ. 
Чăваш Республикин культура министерствин пай пуçлăхĕ Инна Ильина пурне те тăван культурăна малалла аталантарассишĕн чуна парса ĕçленĕшĕн тав турĕ. Вăл пирĕн министр Константин Яковлев та Аксу районĕнче çуралса ÿснине, ăна та çак тĕпчев хавхалантарнине палăртрĕ. 
Тухса калаçакансем хушшинче экспедицие хутшăннă ЧНК культура комитечĕн пайташĕсем Зинаида Воронова, Раиса Васильева те пулчĕç, кĕскен Аксу районне епле кайса килни çинче чарăнса тăчĕç. 
Чăваш тĕрри музейĕн ĕçченĕ пулнă май Наталья Кульева –Захарова экспонатсемпе тĕплĕнрех паллаштарчĕ. 
Куравра Аксу тăрăхĕнчи чăвашсен ĕлĕкхи ĕç хатĕрĕсем, чăваш тĕрриллĕ кĕписем, савăт-сапасем тирпейлĕн вырăн тупнă. Çавăн пекех куракансем Аксу тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ паллă çынсен сăнÿкерчĕкĕсемпе паллашрĕç. 
Курма килнисем хушшинче ЧНК хастарĕсем нумайăн пулчĕç. Конгресс çумĕнчи «Хастар» çамрăксен ушкăнĕн ертÿçи Людмила Засыпкина килнĕ хăнасене çепĕç чăваш юррисем шăрантарса хавхалантарчĕ. 
Пурте уçăлнă курав паха та усăллă пулнине палăртрĕç. 

ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева.